Скворцов М. И. Чăваш чĕлхин пуянлăхĕ Н. И. Ашмарин словарĕнче
Николай Иванович Ашмарин профессор çырса хăварнă ĕçсем хушшинче 17 томлă «Чăваш сăмахĕсен кĕнеки» уйрăмах чыслă вырăн йышăнать. Унта чăваш чĕлхин авалтан пухăннă калама çук пысăк пуянлăхĕ упранать. Чăваш чĕлхин тулли словарьне хатĕрлес ĕçе Ашмарин 1895 çулта, Хусанти крешĕн-тутар шкулĕнче ĕçленĕ чухне пуçăннă та ку ĕç унăн пурнăçĕнче мĕн виличчен тĕп вырăн йышăнса тăнă. Тĕслĕхе вăл В. И. Даль пухса хатĕрленĕ «Чĕрĕ вырăс чĕлхин ăнлантаруллă словарьне» (Толковый словарь живого великорусского языка) илнĕ. Словарь хатĕрлес ĕçе Ашмарин пĕччен тытăннă, ăна харпăр укçи-тенкипе туса пынă.
Малтанах вăл сăмахсене чăвашла пичетленсе тухнă кĕнекесенчен, çырусенчен çыра-çыра илнĕ. Анчах тĕрлĕ кĕпĕрнесенче пурăнакан чăвашсен вырăнти калаçăвĕсенчи сăмахсене туллин кăтартма ку материал çитмен. Словарь материалĕ пухас ĕçре Ашмарина чăваш интеллигенцийĕ, хутла пĕлекен çынсем питĕ пысăк пулăшу панă. Вăл ыйтнипе 1896 çултах И. Я. Яковлев, çавăн пекех Хусанти учитель семинарийĕнче вĕрентекен Ф. Н. Никифоров т. ыт. ăна нумай алçыру ярса панă. Вĕсенче юрăсем, юмахсем, легендăсем, ваттисен сăмахĕсем, кĕлĕсемпе вĕру-суру сăмахĕсем пулнă.
Николай Иванович хăй те пĕрмаях словарь материалĕ пухнă. Чăвашла лайăх пĕлекенскер, вăл пасарсенче, пристаньсенче чăвашсемпе халаплама юратнă, вĕсенчен çĕнĕ сăмахсем çырса илнĕ, хăш сăмах ăçти чăвашсем хушшинче сарăлнине, ăна еплерех каланине тĕрĕсленĕ. Çак тĕллевпех вăхăт-вăхăт тĕрлĕ уессене, унти чăваш ялĕсене кайса çуренĕ. Хыснаран нимĕнле пулăшу илмесĕр, вăл Ӗпху кĕпĕрнинчи Пелепей уесĕнче, Шупашкар, Чикме, Кăрмăш уесĕсенче материал пухса пурăннă. Çапла майпа унăн картотекинче 1897 çултах 20 пине яхăн сăмах пуçтарăннă.
Словарь валли материал пухас ĕçе хутла пĕлекен чăвашсене анлăрах явăçтарас тĕллевпе Ашмарин «Чăваш словарĕ пухса хатĕрлемелли програм-ма» çырнă, ăна 1900 çулта пичетлесе кăларнă. Часах Ашмарин патне нумай-нумай корреспондентран çырусем, тепĕр чухне самаях пуян сăмахлăх пух-хисем, гербарисем, тĕрлĕ коллекцисем, укерчĕксем т. ыт. те пырса тăма пуçланă.
Ашмарин хатĕрленĕ программа питех те пуян, нумай енлĕ. Вăл хальхи вăхăтра та тăван сăмахлăха пухакансемшĕн усăллă пулма пултарать. Ку программăпа учительсем хăйсен шкулĕ таврашĕнчи ялсенче чăваш калаçăвĕн уйрăмлăхĕсене, халăх культурин пулăмĕсене тишкерес, диалект сăмахĕсене пуçтарас ĕçре тухăçлăн усă курма пултараççĕ.
Чĕмпĕрти чăваш шкулĕн учителĕсемпе вĕренекенĕсем словарь валли материал нумай пухса панă. Ашмарин кашни вĕрену çулĕн пуçламăшĕнче, ачасем каникултан таврăнсан, Чĕмпĕрти шкула пынă, пухăннă материалсене илсе кайнă. Словарь валли материалсем пухас ĕçе çавăн пекех ытти шкулсенче вĕренекенсем, ялти учительсем, пупсем хастар хутшăннă. Революци хыççăн ученăя чăваш писателĕсемпе тĕпчевçисем нумай материал панă. Сăмахран, словарьте час-часах Петĕр Хусанкай, Хумма Çеменĕ, Н. Р. Романов пĕлтернĕ тĕслĕхсене курма пулать. Пулăшакансен пысăк йышĕ словарь валли çирĕп никĕс хывма, тĕрлĕ çĕрти чăвашсен сăмах пуянлăхне туллин сăнласа пама пулăшнă. Материала тишкерсе словарь çырас ĕçе малтанах Ашмарин пĕччен туса пынă. Унăн çак пысăк, халăх культуришĕн паха ĕçĕ çинчен нумайăшĕ пĕлнĕ. Паллă ученăйсем, вăл шутра Н. Ф. Катанов профессор, Ф. Е. Коршпа В. В. Радлов академиксем ăна пулăшма тăрăшнă. Катанов, Хусан вĕрену округĕ çумĕнчи куçару комиссийĕн председателĕ пулнă май, «Чăваш сăмахĕсен кĕнекине» çак комисси укçипе кăларма ирĕк илнĕ.
1910 çулта словарĕн пĕрремĕш кăларăмĕ, тепĕр икĕ çултан 2-мĕш кăларăмĕ пичетленсе тухнă. Корш академик словарь корректурине вулама кăмăл тунă. Ашмарин каланă тăрăх, вăл чăваш сăмахĕсене ытти тĕрĕк чĕлхисен туркилĕвĕсемпе танлаштарнă, чăваш сăмахĕсен пулăвне те кăтартнă.
Икĕ кĕнеке кăларнă хыççăн Куçару комиссийĕ тек укçа уйăрса парайман, словарь кăларас ĕç чарăнса ларнă. Анчах Ашмарин пурпĕрех ĕçлеме пăрахман: татах материал пухнă, ăна тишкернĕ, словарь статйисем çырнă. Словаре малалла кăларасси тепĕр 15 çултан тин пуçланнă. Чăваш республикин правительстви пулăшнипе 1928 çулта Хусанта 1-мĕш кăларăмĕ çĕнĕрен пичетленсе тухнă. Унта революцичченхи икĕ кăларăм материалне пĕрлештернĕ, автор хăш-пĕр хушусем те кĕртнĕ. Хусантах 1929 çулта словарĕн 2-мĕш кăларăмĕ тухнă. Çакăн хыççăн ăна пичетлес ĕçе Шупашкара куçарнă. Автора пулăшма ятарласа чёлхеçĕсен ушкăнне çирĕплетнĕ.
Николай Иванович пурăннă чухне словарĕн пилĕк кăларăмĕ кун курнă, тата икĕ кăларăмĕ валли автор хăй материал хатĕрлесе çитернĕ. 1941 çулччен 16 кăларăм çапса ĕлкĕрнĕ. Вăрçă чăрмантарнă пирки юлашки кăларăмне пичетлесси 1950 çулчченех тăсăлса кайнă. Автор вилнĕ хыççăн словаре хатĕрлесе кăларас ĕçе Чăваш наука тĕпчев институчĕ хăй çине илнĕ. Унăн материалĕсене редакцилесе пичете хатĕрлес тĕлĕшпе Т. М. Матвеев, Н. А. Резюков, А. Л. Лукин т. ыт. ĕçленĕ.
Н. И. Ашмарин словарĕн латинла ячĕ – «Thеsаurus linguae tschuwaschorum». Автор ку ята ахальтен суйласа илмен. Грек сăмахĕ тезаурус «пуянлăх, мул» тенине пĕлтерет. Лексикографире тезаурус тесе пĕр-пĕр чĕлхери сăмахсене туллин, пĕрне те сиктерсе хăвармасăр çырса кăтартакан словарьсене калаççĕ. Ун пек словарьсем сайра тĕл пулаççĕ.
Чăваш чĕлхин тезаурусĕнче сăмахсен мĕнле ушкăнĕсем сăнланнă-ха? Автор кунта чи малтанах пĕтĕм халăх усă куракан, пурнăçра чи кирлĕ япаласемпе ăнлавсене палăртакан сăмахсене кĕртнĕ. Наци чĕлхинче, унăн литература формин тĕрлĕ стилĕсенче вĕсем тĕп вырăн йышăнаççĕ. Кунашкал лексика единицисене Ашмарин туллин, пĕр сиктерсе хăвармасăр çырса кăтартнă.
Хальхи словарьсен тĕп принципĕ – нормăлăх, сăмахсене литература чĕлхин нормисемпе килĕшсе тăнине кура суйлани. Тезаурус словарьте вара нормăлăх критерийĕ пулма пултараймасть. Çавăнпа ĕнтĕ Ашмарин сло-варĕнче вырăнти калаçусен сăмахĕсем, вĕсен сасă формипе уйрăлса тăракан варианчĕсем питĕ нумай тĕл пулаççĕ. Словарь авторĕ çакна икĕ сăлтавпа турре кăларать. Пĕрремĕшĕ – литература чĕлхи тин çеç калăпланма пуçланă тапхăрта вырăнти калаçусен сăмахĕсем унăн майĕсене устерме кирли. «Уйрăм калаçусен пĕлтерĕшне те пĕчĕклетме юрамасть, – тесе çырнă Н. И. Ашмарин словарĕн алçыру вĕççĕн юлнă умсăмахĕнче. Вĕсем литература чĕлхине, чи малтан унăн лексикипе фразеологине пуянлатма кирлĕ. Ку тĕлĕшпе вырăнти калаçусене хакламанни пулмалла мар, мĕншĕн тесен час-часах çапла пулать: пирĕн пата культурăпа пĕрле килнĕ пĕр-пĕр ăнлава палăртма пĕр калаçура питĕ ăнăçлă сăмах çаврăнăшĕ пур, теприсенче вăл çук, çухалнă, ун пек чухне пирĕн çав сăмаха чĕлхене кĕртес пулать... Вырăнти калаçусем, хăватлă çăлкуç пекех, литература чĕлхине чĕрĕ вăй хушаççĕ; вĕсен фразеологи материалĕнчен сĕткен илнипе çеç чечекленме пултарать литература чĕлхи».
Иккĕмĕш сăлтавĕ – диалект сăмахĕсен чĕлхе историне тата халăхăн иртнĕ кун-çулне, йăли-йĕркисемпе ăс-хакăл пуянлăхне, кăмăл-туйăм ĕнерĕвне тишкерсе пĕлес ĕçри пысăк пĕлтерĕшĕ. Ашмарин сăмахсен пĕлтерĕш, грамматика тата фонетика уйрăмлăхĕсемпе пĕрлех çав сăмахсемпе паллă тăвакан япаласене те çырса кăтартнă. Ку тĕлĕшрен диалект сăмахĕсемсĕр пуçне чăваш хресченĕсен тĕрлĕ ĕçĕ-хĕлĕпе, алăсталăхĕпе çыхăннă терминологи те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Хăйĕн «Програм-минче» Ашмарин ака-суха, арман, тимĕрçĕ, сус-кантăр, тĕрĕ, сунар, пулăçă ĕçĕн ятарлă сăмахĕсене тĕплĕн пухса çырма ыйтать.
Ашмарин тĕрлĕ алăсталăхпа професси лексикине мĕн тери тĕплĕн сăнласа кăтартнине словарĕн кашни томĕнчех курма пулать. Эпир кунта икĕ тĕслĕх кăна илĕпĕр. Пĕрремĕшĕ – çип арлас тата пир тĕртес ĕçрен. Словарьте çырса кăтартнă тăрăх, чĕртаварпа хатĕр пире виçме чăвашсем нумай терминпа усă курнă.
Сус (е çăм, пурçăн) виçмеллисем: çурăм «пучок, связка», тăпка «мочка», кăнчала, кĕнчеле «прядево, сверток», арман «количество поскони, навитое на обруч», мăскал, сулатник «золотник, мера шелка»;
çип виçмеллисем: пĕрчĕ, пĕрчĕк «одна нить», ярăм «нить длиной до полутора аршина», хăрах «счет ниток, количество», сум, сăвăм «счет ниток в пряже, 3 и 4 нитки», вун, вуннă «мера пряжи в 30, 60, 80 ниток», йĕке «пряжа на одно веретено», ура «особый, длинный моток ниток», хутăр «моток, мотушка», шăрчăк «вид мотушки ниток», суре «пряжа, натянутая на одну сновальню»;
пир виçмеллисем: чике «мера в один локоты», хур «мера в два локтя», хутăрпи, хутăрпу «мера длины в 2 или 4 хур», суре, сурекке «мера длины холста приблизительно в 4 хур», тăрăх «цельная холстина, штука холста».
Куратпăр ĕнтĕ, пĕр уйрăм ĕç терминологийĕн ятарлă пайĕнче кăна 20 ытла сăмах. Кунсăр пуçне çак ĕçре пĕтĕмĕшле виçесемпе те усă курнă: шит «пядь», ал тытти «ширина захвата руки», аршăн «аршин», чалăш «сажень», хăлаç «сажень», туплашка «шпулька», пушкар «шпулька, катушка», çăмха «клубок», кĕренке «фунт» т. ыт. те.
Тепĕр тĕслĕх – арман ĕçĕнчен. Çил арманĕсемпе шыв арманĕсем ĕлĕкхи чăваш ялĕнче чи кăткăс техника хатĕрĕсем пулнă, унти ĕçĕн професси шайĕ те ыттисенчен çулерех тăнă. Арман пайĕсен, хатĕрĕсен ячĕсене Ашмарин питĕ тĕплĕ çырса кăтартнă. Арман статья тата унпа çыхăннă статьясем словарĕн 2-мĕш кăларăмĕнче 60 страница йышăнаççĕ, унта тĕрлĕ армансен 500 ытла пай ячĕ, унсăр пуçне 13 укерчĕк пур.
Юлашки вăхăтра тунă кăткăс армансене лартма чăвашсем вырăссенчен XIX ĕмĕрте вĕреннĕ, çавăнпа та арман ĕçĕнче вырăс сăмахĕсем чылай: калун «колонна», клявач «клевач», крушал «кружало», ливтта, лихтă «лифт», нассат «насад», нашим «нажим», патпяткă, путпяткă «подпятка», пелука, пелнока «белонога», патуска «подоски», плитсă «плица», самаставкка «самоставка», тсевккă, чевккă «цевка» т. ыт. те.
Ашмарин словарĕнчи тепĕр пуян сăмах ушкăнĕ – фольклор хайлавĕсенчен, мифсемпе халапсенчен, çырулăх палăкĕсенчен пухнă кивĕ сăмахсем. Историшĕн ку материал пахалăхĕ вăхăт иртнĕçем уссех пырать, вăл сăмахсенче пирĕн халăхăн иртнĕ кун-çулĕ курăмлăн йĕрленсе юлнă. Словарьте кивелнĕ сăмахсен ушкăнĕсем питĕ йышлă: кунта патшалăх тытăмĕпе, обществăри хутшăнусемпе, тĕн-тĕшмĕшлĕхпе çыхăннă сăмахсем, çавăн пекех ялхуçалăх, тĕрлĕ алăсталăх терминĕсем, тăванлăх-хурăнташлăх ячĕсем, кулленхи йăла-йĕрке сăмахĕсем пур. Вĕсенчен хăшĕ-пĕрисем халăх историйĕн сĕм авалхи тапхăрĕсенчен сыхланса юлнă. Çапла, словарьте эпир тынă, кунтелен «свидетель», хунтă «покровительство», туре «начальство, власть, судья», пăхан «район управления», кепе «название божества», пирĕшти «ангел», кирелĕ «название киремети», мамале «название божества», алмак «семья», кил-вут «домашний очаг, семья», тăхăм «родство», хăрт «секира, сабля», эшкер «толпа», унер, кесĕп «ремесло», мăскал «золотник», пăчăх «мера в две пудовки» йышши архаизмсене сахал мар тĕл пулатпăр. Формине те тупса палăртма халĕ йывăр. Анчах ученăй авалхи лексика пуянлăхĕн пĕр тĕпренчĕкне те сирсе хăварман. Вĕсене словаре кĕртсе, нумайăшĕ хыççăн ыйту лартнă е «паллă мар сăмах», «пĕлтерĕшĕ паллă мар», «йăнăш пулма пултарать» йышши асăрхаттарусем тунă. Ку вăл Ашмарин вĕсен пĕлтерĕшне шыраманнине пĕлтермест. «Хăшпĕр сăмахсем пирки, – тесе çырать автор, – тупсăмне шыраса тупма ниепле те май килмерĕ, вăл шутра сутмалли юмахсенче, юрăсенче тĕл пу-лакан манăç пулнă сăмахсем т. ыт. те. Вĕсене çапах пурне те словаре кĕртнĕ, сăмахсене чĕрĕ калаçуран мар, алçырусенчен илнĕ пулсан е чăвашсем вĕсене пĕлмеççĕ, ăнлантарса параймаççĕ пулсан, хăш-хăш сăмах пĕлтерĕшне тивĕçлипе уçса памасăр хăварнă». Çакнашкал темиçе сăмах статйисене илер:
Аймăкла Неизв. сл. Собран. 50, 122. Сикĕп-сикĕп шăрпăклăп, аймăклăп (вар. аймаклăп) та ташаклăп (Хăй чĕлни). Загадка о щепании лучины. Ср. аймик.
Ырпи (искаженное слово?) А. Прокоп. 61. Ырпи ылттăн, хушпăвĕ кĕмĕл - пирĕн инке пуçĕнче килĕшет.
Каман счастье, удача? Срв. камал. Встреч. в произ.:
Каманлă «удачливый». СПВВ.Х. «Каманлă, камансăр - вăхăтлă, телейлĕ, удачливый».
«Тĕттĕм» сăмахсен хăйне евĕрлĕ ушкăнĕ – ача-пăча вăйăсенче калаканнисем. Вĕсене ытларах куршĕ халăхĕсенчен йышăнаççĕ. Унашкал сăмахсем пуплевре хăйсен ятпару тĕллевне пурнăçламаççĕ, ача-пăча вăййине, унăн мешехине йĕркелеме пулăшаççĕ, вĕсен ăсне-тăнне пиçĕхтермелли мел пулса тăраççĕ. Акă хăш-пĕр тĕслĕхсем:
2. Йана, неизв. сл. Отсюда:
Йана тарай, неизв. выраж. встреч. в песне без смысла. Якейк. Куçма пыр («п» не озвонч.) пыл таккой («т» не озвонч.) йана тарай йатнай пох, ни таракас снавай пох, охваттьар, опльосни. Унтри Петĕр ни нушни çекли петли криччи крич чĕрсалами оххини (Сăвă).
Йапсар, неизв. сл. в заумной песне. Собр. Вăрман хĕрри йапсари, йапсар утти, семсер утти, хура хĕр ури маттури.
Тайут, неизв. сл. в заумной песне. Качал. Шыв сикки, шыв сикки, шыв сиккипе вратила, тайут-тайут ташлама упутнаках пивă.
Ашмарин словарь ĕçĕнче пуçласа евĕрлев сăмахĕсене, вĕсен тĕрлĕ варианчĕсене шута илет. Ку ыйтăва вăл тео-ри енчен тарăн тĕпченĕ, темиçе кĕнеке, статья çырнă. Çавăнпа та евĕрлев лек-сики унăн словарĕнче питĕ туллин сăнланнă, кашни евĕрлевĕн пĕлтерĕш сĕмне автор тĕплĕн уçса панă. Тĕслĕхсем:
1 Сăр, подр.. жужжанию. // Подр. дребезжанию. СТИК. Çурăк чан сăрр, сăрр! тăват. // Подр. дрожанию. Чăв. к. Сăрлă юпа сăр-сăр чĕтрерĕ. Нюш-к. Чĕрере сăрр! туса карĕ. Сердце за-дрожало при испуге.
Панн, подр. звуку, получающемуся при сгибании и разгибании жести. Сред. Юм. Шуç таткине кокăрткаласан, о панн-панн тăвать. // Подр. звуку, получающемуся при обрывании туго натянутой проволоки. // Хытă карнă пралук татăлса кайрĕ те панн йантраса кайрĕ; çинçереххи тăнн! йанăраса кайать.
Ытти словарьсенче шута илмен тата хăш-пĕр сăмах ушкăнĕсем ача-пăча сăмахĕсем, выльăха чĕнсе е хăваласа каланисем, кăмăл-туйăма палăртакан междометисемпе татăксем, юрăсенчи рефренсем е виçе тытмалли хушма сăмахсем т. ыт. те - пурте Ашмарин словарёнче хăйсен вырăнне тупнă.
Урăх халăхсемпе куллен хутшăнса пурăнакан чăвашсен вырăнти ка-лаçăвĕсенче пачах ют, чăвашсен ытларах пайĕ илтмен сăмахсем тĕл пулаççё. Вĕсенчен ытларахăшĕ – вырăс тата тутар сăмахĕсем. Ашмарин кунашкал сăмахсене те сиктерсе хăварман, ăнлантарнă чухне вара сăмах хăш чĕлхерен кĕнине кăтартнă:
Ăрус, рост, процент (прирост на капитал). Чăв. й. пур. Кĕтнĕшĕн ăрусне çапах илетчĕ, кивçен панине çапах илетчĕ. Все-таки он брал за отсрочку проценты, а долг получал само собой.
Ăрускă, розга. Альш. Шорк. Роскă.
Йатташ, этаж. Альш.
Йатти (с удар. на 1-ом слоге), межд. угрозы (от русск. я те). Ишек. Унччен пулмарĕ, пăхатпăр - Сахар мучи патак йăтнă та: йатти сире! (я вас!) - тесе пырать. КС. Йатти эп сире! Я вам! (угроза). В с. Иккове иногда: йатти сана (с удар. на «и»).
Кун пек тĕслĕхсем словарьте питĕ йышлă. Çакă вăл XIX ĕмĕрте тата XX ĕмĕр пуçламăшĕнче чăвашсем хушшинче икчĕлхелĕх самаях аталаннине, вĕсем хăйсен пуплевĕнче вырăс самахĕсемпе тăтăшах усă курнине кăтартать.
Скворцов М. И. Чăваш чĕлхин пуянлăхĕ Н. И. Ашмарин словарĕнче / М. И. Скворцов// Халăх шкулĕ=Народная школа. – 1995. - № 5. – С. 66-70.
|