|
Стихи Геннадия Айги на чувашском языке
1. Аннене ("Эсĕ хирĕç ан тух эп киле таврăнсан... ")
2. Константин Иванов ("Эс пирĕнтен те çамрăкрах... ")
3. Хусанкай кĕнекисем ("Акă ун кĕнекисем... ")
4. Юр ("Кантăксен ку енчи чечексем... ")
Эсĕ хирĕç ан тух эп киле таврăнсан,
Уçса хур алăка, тухса кай пахчана.
Кулленхи ал ĕçне сак çине хăварсам -
Тахçанах ман валли çыхакаи чăлхана.
Çĕр улми калакне таянтар кĕтессе,
Кăранташ татăкне хур эс кантăк çине,
Эп ăнланăп хамах кĕсьери конвертсем
Ма тĕл-тĕл сарăхса, хуралса пĕтнине.
Сăмахпа эс каллех упкелеймĕн мана:
Упкев- манăçать эп килте пулнă чух.
Ãсатса янă чух-ятламаççĕ çынна...
Эп киле таврăнсан эсĕ хирĕç ан тух.
Эс пирĕнтен те çамрăкрах,
чăваш поэзин чаплă ашшĕ.
Эс - иртнĕ кун. Çав вăхăтрах
эс халăх кăмăлĕн малашĕ.
Эс - пирĕн аслă çĕнтерÿ,
эс - пĕтĕм çут çанталăк панă
асамлă вăй,тĕлĕнтерÿ.
Çĕр-шыв хăйне санра упранă.
Эс, çÿллĕ пăнчă пек,- пĕрре.
Çĕршер çĕрте асра тытмалăх
сан сассупа историре
ялан калаçĕ пирĕн халăх.
ХУСАНКАЙ КËНEКИСEМ
(Реквием вырăнне)
Çÿренĕ çĕртен çитме май килсен
Çитсе тапта ман тăпрама...
П. Хусанкай
(Сăн ÿкерчĕк айне халалласа
çырни, 1957).
Акă ун кĕнекисем,
пилĕк-ултă кĕнеки...
Калан - ун япалисем,
калан,- ал ăсти вилсен
унсăр юлнă ал пăчки...
маншăн - çавăн пек вĕсем,-
сăвă пуххисем çeç мар,
"вилĕмсĕр ăс-тăн çeç мар!
Тен, платник япалисем
Вăл вилсен ун ывăлне
туйăнаççĕ çапларах:
вĕсенче куллен-кунах
ал ăшши упраннă пек,
тăлăха пĕр çав анчах
сасăсăр ăшăтнă пек... -
"Камччĕ саншăн вăл?" - тесен
шăллăмăрсене шавах
хурланса чун-чĕререн
калăп эпĕ пĕр сăмах:
ăшăччĕ вăл, ăшăччĕ!..
Тăлăх ÿснĕ ачасем,
кăшт çырма пуçланисем,
çав ăшша кăштах туйма
туртăнатчĕç ун енне,-
ват салтак, вĕсен чунне
вăл пĕлетчĕ ăшăтма,-
вăл вĕсемшĕн - ашшĕччĕ!..
Ашшĕcĕр ÿснисене
хамăр халăх ячĕпе,
хамăр халăх йăлипе,
пулăшма пĕлетчĕ вăл,
пиллеме пĕлетчĕ вăл...
Хăй - мĕн ыйтрĕ вăл пиртен? -
Ыр аса илÿ анчах.
Пилĕ ун - пиншер чунта!
Хăй вара чĕри кÿтсен
Хуравларĕ виç сăмах:
"Тăпрама çитсе тапта..."
Кантăксен ку енчи чечексем
Сасартăк шăпланчĕç
юр çывăхра пулнăран.
Ман енне йăл кулса тинкерсем,-
ма тесен эп санпа ытлашши калаçмастăп,
эпĕ калатăп:
юр, куç харши, хунарсем, çил-тăман.
Ман аллăмсем лăпкă-лăпкă,
Аякра-аякра.
Кантăксен харшисем,
шур хутран васкамасăр касса тунă евĕр,
курăнаççĕ чипер.
Вĕсен леш енче, хунарсем тĕлĕнче,
юр çаврăнать -
манăн ачалăхăмра чÿхенме пуçласа
çак куна çитнĕскер.
Çаврăнĕ вăл чарăнмасăр
эс çĕр çинче пур чухне.
Санпа çĕр çинче эп калаçнă чухне
çаврăнĕ вăл чарăнмасăр.
Тĕлĕкре мар, чăнласах
куртăм-и эпĕ таçта çакă шур хĕмсене?
Куртăм, - вара хупрăм куçа,
куç тĕкĕпе витрĕм эп куçсене,-
Шур хĕмсем çаврăнаççĕ
умра çав-çавах,-
эп чараймастăп
вĕсен вăййине.
|
|