Ресурсы О библиотеке Профессионалам        О Чувашии
 Ресурсы:
 Каталоги
НБЧР
 Каталоги
консорциума
 Электронная
библиотека
 Поиск по
сайту
 Справочная
служба:
 Спроси
библиотекаря
 О библиотеке:
 Новости
 Мероприятия
 Проекты
 Нормативная
документация
 История
 Публикации
 Основные показатели
 Адрес
 Услуги
 Отделы
 Администра-
ция
 Партнеры
 Почетные читатели
 Дарители
 Библиотеки
республики:
 Публичные
 Государ-
ственные
 Других
ведомств
 Профессио-
налам:
 Метод.
кабинет
 Работникам
культуры
 Издания
 Полезные
ссылки
 О Чувашии:
 Справка
 Чебоксары
 Чувашия в
рос. печати
 Новые книги
о Чувашии
 Периодика
Чувашии
Юбилейные даты
 Краеведение
 СМИ о куль-
туре Чувашии
 На главную
 Статистика:
Национальная библиотека Чувашской Республики

Библиотека - это открытый стол идей, за который приглашается каждый...
А.И. Герцен

Эктел, В. Çаплах паттăр чунлă


Пĕррехинче, 20 çул каялла, пухăнаççĕ те Германин чи чаплă ăсчахĕсемпе пĕлÿçисем, тĕнчери халăхсен мĕнпур вăхăтсен ÿнер Лексиконне (Энциклопедине) кăларма шутлаççĕ. Пĕлеççĕ-ха вĕсем Атăл хĕрринче самаях йышлă, этемлĕх историйĕнче хăйне кура пысăк йĕр хăварнă халăх пурăннине, унăн паха енĕсене те аванах чухланă. Анчах ÿнерсене илсен, вырăссенчен е ыттисенчен мĕнпе уйрăлса тăрать-ха, еплерех унăн палăрăмĕсем, хăйнеевĕрлĕхĕ? Пур-и унта çĕнĕ сăмах, уйрăм сăнлăх? Çапларах лекеççĕ вĕсен аллине илтмен-пĕлмен Владимир Агеевăн чăваш мифологийĕпе çыхăннă графика ĕçĕсем - Шăпан аллегориллĕ сăнарĕ, Арçури, чăваш вăрманĕ, Çилçунат... Ара, пач урăхла тĕнче! Нимĕç - мăнаçлă та мăнкăмăллă халăх. Хăйсен ÿнерĕн улăпĕсемпе, Альбрехт Дюрерпа, Иероним Босхпа юнашар чăваш графикне лартни, паллах, кăштах кăмăлне хуçнă та, çапах авалхи чăнлава тĕпе хунă ахăр - «Платон ман тус та, чăнлăх хаклăрах». Тата, тен, вĕсене «Агеев» хушаматра авалхи грексен цивилизацийĕ çĕкленнĕ Эгей тинĕсĕн шавĕ те илтĕннĕ пулĕ.

Апла-и, капла-и, анчах Чăваш халăх художникĕ, К. Иванов ячĕллĕ патшалăх преми лауреачĕ Владимир Иванович Агеев хăйĕн ĕçĕсем ун чухне Лейпцигра Тим Бекер издательствинче кăларнă çав сумлă кĕнекене мĕнле лекнине паян кун та пĕлмест. "Эгей" тинĕсĕ тесен те сайрарах сухалне чĕпĕткелесе яланхилле ăшшăн çеç кулчĕ: ара, чăвашлах, «ака» сăмахран ман хушма ят.

Юханшыв пуçламăшĕ - çăлкуç. Эппин, ăçтан пуçланнă-ха Владимир Ивановичăн чăваш ÿнерĕнчи хăйĕн сассиллĕ, тĕсĕллĕ юхăмĕ? Елчĕк районĕнчи Аслă Елчĕкри Агеевсен ратни мĕн ĕлĕкрен алĕç ăсталăхĕпе, ĕçченлĕхĕпе палăрнă. Унăн Мĕкĕте аслашшĕ ямшăк чупнă май час-часах Хусантан пур-çук укçипе кĕнекесем туянса килнĕ, чаплă сехет ăсти те шутланнă вăл. Тахçан авал пин-пин чăваш-пăлхар ялĕсенчен пĕри ларнă çакăнта, суха тумассерен кăкшăм-чулмек ванчăкĕ, сăнă е çĕмрен йĕппи тухнă. Володя икĕ çулта чухне вĕсен ялĕнчи чи хастар 30 çемье Кĕçĕн Елчĕкпе юнашар, Кĕçĕн Пăлан хĕвел питтинче коммуна йĕркеленĕ. Пĕчĕк ача вĕçĕмсĕр тăмран теттесем йăваланине, йывăç каскаланине, тем тепĕр ÿкернине курсан аслăраххисем пуçĕсене суллакаланă; ай-хай, ку ача алли çĕрпе çыхăнмасть пуль, кăвапи тăпраран уйрăлнă пуль тесе те шутлакаланă. Ара, чăваш пулас арçынна чи малтанах усăллă ĕç тунипе пăхса хаклать.

Владимир Иванович ачалăх кунĕсене чи çутă хавхаланупа аса илет. Ваттисен юмах-халапĕ ăна ăнланма йывăр асам тĕнчине йыхăрнă, пуçĕнче тĕрлĕрен фантастикăлла курăнусем çуратнă. Çырмари йăмрасен армак-чармак тымарĕсем те ăна хăрушă е пачах урăхла, ырă чĕрчун сăнлăн туйăннă. «Юмах, - тет вăл, - ĕмĕрсем витĕр тухнă халăх ăслăлăхĕн ахах-мерчене. Юмах - манăн чи юратнă жанр». Паян кунччен пыраççĕ унăн пултарулăхĕнче ачалăх сăнлăхĕсем: лашасемпе йăлăма выртмана çÿрени те, çимĕкре яш-кĕрĕм вăййа тухни те, чăвашĕ, вырăсĕ, тутарĕ шавлакан, суту-илÿ тăвакан Елчĕк пасарĕ те. Тĕрлĕ йăла-йĕркесем, пурнăçри ахаль, ансат пулăмсем те унăн ÿкерчĕкĕсенче чĕрĕлÿ сĕткенĕпе, поэзи туйăмĕпе тулнă. Унăн шучĕпе, ÿнерте пĕчĕк çын е пĕчĕк япала çук - пурин те хăйĕн тивĕçлĕ, çирĕпленнĕ вырăнĕ.

Акă ашшĕ те Аттелĕх вăрçинчен виçĕ хут аманса, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе медальсем çакса таврăнать. Пĕтĕм тавра сăн çаптарма çÿренĕ ун патне, сăрăпа та укернĕ вăл. Ахальтен мар ĕнтĕ вунă ачаран виççĕшĕ художника та, педагога та тухаççĕ. Ку ĕнтĕ шăпах унăн ентешĕ, Г. Н. Волков академик çырса кăтартакан этнопедагогикăн ырă тĕслĕхĕ.

1948 çулта шăпан йывăр çĕклемĕ пуснăран пĕвĕпе илтереймен çăпаталлă ача Шупашкара пырса çитет, опытлă педагогсем унта тÿрех çивĕч куçлă, тăнлă-пуçлăскере асăрхаççĕ. Çăкăрпа та чейпе тенĕ пек пурнăçа саплаштарсан та сакăршар сехет алăран киçтĕкпе кăранташ яман. Час-часах юнашар пристане баржа пушатма çуренĕ. Училище хуралçи хушăран ăна шкапран турта-турта кăларнă: канаçсăр çамрăк çапла пытанса, çĕре юлса ÿкернĕ, тепĕр чухне çĕр каçма хваттерĕ те пулман тата.

Çарта виçĕ çул тăнă хыççăн вăл республикăри шкулсенче тата виçе çул ачасене вĕрентет. Халĕ ĕнтĕ халăх пурнăçне урăхларах шайран виçсе хаклать, пултарулăхĕ çĕнĕ сăнарлăхсемпе пуянланать. 1958 çулта вара кун-çулĕ яланлăхах шĕкĕр хуламăрпа çыхăнать: «Капкăн» журнал редакцийĕ, кĕнеке издательстви. 200 ытла кĕнеке илемлетет вăл, карикатурăсен, журнал ил-люстарцийĕсен вара шучĕ те çук. Час-часах çапла калаçнине те илтетĕн: Агеев хĕрарăмсене пирĕшти пек хитре ÿкерет, арçыннисем вара тискертерех сăнлă. Чăн та, çутçанталăк илемне, çепĕçлĕхне хĕрарăмра курать вăл, арçын вара - тĕнчен асар-писер вăйĕ, стихия, тепĕр чухне тискер кайăкла инстинкт пуçтарăнать унăн кăмăлĕнче. Анчах вĕсем пĕр-пĕринсĕр пурăнма пултараймаççĕ, хире-хирĕçлĕхрен тухать те гармони. Таса илем çук, тĕнче те, çын та çылăхлă - çакăнта пурнăç философийĕ.

Эпĕ халиччен художник литература произведенине илемлетнĕ чухне В. Агеев пек тĕплĕ, материала суйласа, тĕпчесе, чăннипех те чунĕ витĕр кăларса ĕçлекене пĕлместĕп. Сюжета вăл автор евĕр те, хăйле те ăнланма, унăн геройĕсене куç умне кăларма тăрăшать. Вăл илемлетнĕ кĕнекесем юрă пек - унта сăмахĕпе кĕвви уйрăлми çыхăнуллă. М. Федоровăн «Арçури», К. Ивановăн «Килчĕ ырă çуркунне», «Чăваш легендисемпе юмахĕсем», А. Трофимовăн «Çыруллă тĕрĕ», И. Яковлевăн «Ача-пăча халапĕсем», тата вуншар кĕнеке - пурте унăн алли витĕр тухнă, Пĕтĕм тĕнчери кĕнеке графикин куравне те темиçе хутчен хутшăннă, дипломсене тивĕçнĕ. Чăннипех те чăваш шăрши-техĕмĕ, илемĕ-сăнлăхĕ, шухăш-кăмăлĕ сисĕнет вĕсенче. Пĕлтĕр авă, «Улăп» эпоса кĕнекен пичетлесе кăларчĕç те, тивĕçтереймерĕ вăл пире хăйĕн оформленийĕпе: урăх халăх çынни, паллах, чăваш мифологине ниепле те тарăннăн ăнланса илеймест, ăна илемлĕх енĕпе уçса пама мехел çитереймест. «Эх, Агеев алличчĕ кунта!» - тетĕн вара ирĕксĕрех çавăн йышши ăнăçсăр ĕçсене курсан. Акă, «Чăвашла-вырăсла словарь» тухрĕ те, тытма та, уçса пăхма та, ĕçлеме те кăмăллă. Шăпах вăл 200 ытла укерчĕк тунăччĕ ун валли.

Паллах, çул иртÿçĕн художник тĕллевĕсем улшăнаççĕ, аслăланаççĕ. Истори темипе ытларах ĕçлет вăл юлашки вăхăтра. Çавах та кĕнеке графики çинчен сăмах хускатнă май çакна та хушса хумалла: хăш-пĕр япаласене ун евĕр никам та тăваяс çук, Самахран, авалхи чăваш хулисене, туррисене, паттăрĕсене, юрăçисене. Çĕршер укерчĕк турĕ вăл çак тĕлĕшпе.

Темиçе çул каялла çапла эпир, Владимир Иванович, Анатолий Розовпа мăшăрĕ Пăлхара çула тухрăмăр. Елчĕк, Пăва, Теччĕ витĕр выртрĕ çав çул. Пĕр вĕçĕм аваллăх çинчен сăмахларăмăр эпир. Эпĕ ĕнтĕ вăл ку чылай историллĕ картина çырнине пĕлеттĕм. 1976 çултах вăл «Чăваш юланутçисем Пăкачав çарĕнче» картина ÿкернĕччĕ (вăл халĕ «Чăвашьен» санаторийĕ). 15 çул каярахри курава «Аслă Таяпа хÿтĕлевçисем» картина тăратнăччĕ. Çак авалхи хулана малтан темиçе те кайса курнă вăл, унăн историйĕпе паллашнă. Çавăнтанпах пырать ĕнтĕ чăваш халăхĕн синкерлĕ шăпине, аваллăхне ÿнер мелĕсемпе вилĕмсĕрлĕхе куçарасси.

Икĕ кун Атăлçи Пăлхар патшалăхĕн тĕп хулипе паллашрăмăр эпир, урлă-пирлĕ утăмларăмăр, чĕкеç йăвиллĕ çырансенче аваллăх тĕпренчĕкĕсене тытса куртăмăр. «Хура палата» архитектура палăкне çуллă сăрăпа ÿкерчĕ вăл ун чухне. «Сăна-ха, Ваçлей, - чĕнчĕ вăл мана. - Кунта тÿпе те пирĕннинчен кăвакрах, тĕссем контрастлăрах». Çутçанталăкăн кăшт анчах улшăнăвне тĕс вылявне те çивĕчĕн туйса илет çав художник.

Пысăк пĕлтерĕшлĕ чăн-чăн ярăма пĕрлешрĕç историллĕ пирсем. Триптиха чăваш тĕнĕпе, ислам йышăннипе, христиан тĕнне вăйпа кĕртнипе çыхăннă ĕçсем кĕреççĕ. Вĕсенчен чи пĕлтерĕшли, анлăраххи, чăн фактпа çыхăнни - 992 çулта Атăлçи Пăлхара Багдад халифĕн элчĕлĕхĕ килни çинчен ÿкерни пулĕ. Историллĕ персонажсене - Алмуш эльтепере, аль Мукта-дир элче, ибн Фадлан çыруçа, патшалăхпа çар çыннисене тĕрĕс те витĕмлĕ майсемпе сăнарларĕ вăл, ун чухнехи лару-тăрăва, политика вăйĕсене, архитектра, тумтир. хĕçпăшал тĕслĕхĕсене тĕпчевçĕ куçĕпе курса пахаларĕ, Ку ĕç ыттисенчен портретсен психологизмĕпе - тĕрлĕ персонажсен кăмăл-туйăм хусканăвне уçса парас тĕлĕшпе те уйрăларах тăрать. Картинăна Атăлçи Пăлхар патшалăхĕ 1100 çул тултарнă тĕле репродукци туса тиражларĕç.

Эпĕ художникпа историзм факторĕ, чăнлăхĕ пирки чылай калаçнă. Хăйĕн пултарулăхĕнче вăл уйрăм геройсене палăртма тăрăшмасть, Сарлака пирсенче тĕп герой, хăй тавра ыттисене пĕтĕçтерекен çук тесен те тĕрĕс. Мĕншĕн тесен унăн шучĕпе историе халăх тăвать, вăл - тĕп герой. Унăн ĕçĕ, тĕллевĕ - чăваш халăхĕ ĕмĕртен ĕмĕре хăйĕн шăпине шыранине, кĕрешĕвне, паттăрла ĕçĕсене уçса парасси. «Хăйĕн чĕлхипе культурине упраса хăварма пултарнă халăх мухтава тивĕçлĕ, эпир ун умĕнче пуçа таятпăр, пире пурнăç парса уйрăлнă çынсене хамăр ĕçсенче вилĕмсĕрлĕхе кăларма тăрăшатпăр», - тет вăл хăйĕн сăнарĕсен умĕнче шухăша путса.

Акă, миçе уйăх ĕçлет ĕнтĕ «Чаплă хуламăр Сăвар арканни» картинăпа. Авалăх чăнлавĕсене пĕрчĕн-пĕрчĕн шĕкĕлчесе тăрăшать вăл. Сăвар виçĕ картан тăнине, хÿмесене мĕнле материалтан хăпартнине, çурт-кермен уйрăмлăхĕсене йăлтах шута илмелле. Хула вырăнĕнче ишĕлчĕк кăна халĕ, анчах хăнĕн асăмĕпе ăна чĕррĕн умне кăларать, Пăлхарти çуртсен евĕрлĕрех тума тивет, хапхана чăваш эрешĕпе илемлетет, ун тăррине Аслă Турă ĕмĕлкине вырнаçтарать. Çын, лаша кĕлеткисем алла та çитеççĕ. Вĕсене уйрăммăн пайласа çирĕп композицие пĕрлештерет. Акă, сулахайра тутар-монгол нукерĕсем ĕмĕрхи тискерлĕхĕпе пикесене мăшкăлаççĕ, хăрхăма илсе каяççĕ. Сылтăмра ватă ăсчахпа вĕренекенĕ, хÿтĕлевçĕсем алçырусемпе кĕнекесене сыхласа хăварасшăн, пытарасшăн. Çавăнтах тÿннĕ чул çырулăх палăкĕсем. Çакăнпа вăл Атăлçи Пăлхарăн вăйлă аталаннă культурине кăтартать. Шалта хула çунать ĕнтĕ, хапха умĕнче юлашки çапăçу пырать. Кураканшăн паллă: Сăвар пĕтет, арканать, сулахайра, çулте, авă, çĕнтерÿçĕсем учĕсене тĕпĕртеттерсе тăраççĕ. Анчах картинăн пĕтĕм шухăшĕ пирте мăнаçлăх туйăмĕ çуратать, малашлăх пиллесе хăварнă несĕлсен умĕнче парăм пуррине астутарать.

Эпĕ В. Агеев пек нумай кĕнеке вулакан, халăх пурнăçне тĕплĕн пăлекен урăх художника астумастăп. Вырăс ăсти Н. Карачарсков «унăн турат куçĕ те чăваш сăнлă» тенĕ сăмах çумне çакна кăна хушса хуратăп: сăнлă кăна мар, чăваш чунлă та! Шăпах çак чăвашлăх туйăмĕ ăшшăн çупăрлать ĕнтĕ ÿкерчĕксенчи мĕнпур сăнара.

Час-часах художниксем çинчен пейзаж е портрет, тематикăлла картина е историлле пир ăсти, лирик е эпик тенине илтме тÿр килет. Пĕри график, тепри сăрăпа ÿкерет, тĕрлĕрен материал суйласа илет. Кам-ха вара Владимир Агеев? Уйрăммăн палăртса калама та хĕн. Тема тĕлĕшпе çав тери пуян унăн пултарулăхĕ, техникăпа каллех тем тĕрлĕ. Пĕр сăмахпа: Агеев вăл - Агеев!

Германире е Америкăра тепĕр хут пĕтĕм тĕнчери ÿнер Энциклопедине кăларма хатĕрлес пулсан, пĕр иккĕленÿсĕрех каллех ăна кĕртеççĕ пулĕ тесех шутлатăн вара. Мĕншĕн тесен ун евĕр чăн-чăн хăйевĕрлĕ художник вăл питех те сайра пулакан феномен. Гиннес рекорчĕсен кĕнекине илер тата. Пур-ши çавăнта пĕр-пĕр художник? Енчен те çук-тăк, айтăр-ха шутласа пăхар: ун чухлĕ иллюстраци, карикатура, графика ĕçĕсем тунă çын урăх, тен, çук та. Чăваш наци академине туса хунă чухне пĕрремĕш член-корреспондентсен шутне сăмахсăрах шăпах ăна суйларĕç те ĕнтĕ. Ячĕ-сумĕ тарама уншăн. Мĕншĕн тесен вăл чăннипех те халăх художникĕ - ăна пĕлеççĕ, ĕçĕсене тивĕçлипе хакласа йышăнаççĕ. Çакă чи пысăк хисеп.

Тин анчах-ха унпа тахçанхи калаçăва тепĕр хут хускатрăм: ĕлĕкхи ăстасен яланах вĕренекенĕсем пулнă, теприсем ÿнерте чăн-чăн шкул е юхăм туса хунă. Ăна та, ыттисене те канăç памасть иккен çак ыйту. Мĕншĕн тесен пединститутри илемлĕхпе ÿкеру факультетĕнче ытларах педагогсем хатĕрлессипе тимлеççĕ, училище шайĕ вара çителĕксĕртерех. Наци кадрĕсене, пултаруллă çамрăксене Академие е ытти çĕре ярса вĕрентес ĕç вара ăнăçлă пулса пымасть-ха: ытларах ют халăх, хула ачисем тивĕçеççĕ çак ырлăха. Праски Витти, шучĕпе, пире хамăрăн чăваш ÿнерĕн академийĕ кирлĕ. Эпĕ те хамăн статьясенче час-часах çак ыйтăва - наци ÿнерĕн шкулне тăвассине - темиçе те хускатнă, В. Агеевпа Праски Витти чăннипех те хăйсем тавра ÿнерти икĕ юхăма аталантарма пултарассине каланă. Анчах та çÿлте ларакансен енчен нимĕнле хурав ту çук: вĕсене те ăнланмалла-ха ĕнтĕ - ахаль те пуçĕ хăть пуррине сыхласа хăварассишĕн шутласа ыратать пулĕ. Çапах малашлăха та шанмалла.

Тупата туршăн, ĕненмелле те мар: Владимир Иванович Агеев çак илемлĕ, çутçанталăк вăраннă вăхăтра, ака уйăхĕнче 65 çул тултарать. Кам шутланă, кам ĕнентĕр çакна? Çук, ĕненме кирлĕ те мар пулĕ. Сухалне пăхсан та (унта ăс пухăнать тесе шутлет вăл), уттине курсан та, ĕçлес мехелне асăрхасан та ватă çын теме никам та хăяймасть. Çаплах çивчĕ куçлă, çаплах паттăр чунлă, çаплах аслă ĕмĕтлĕ вăл.

Ялав. – 1997. – № 4–5. – С. 135–137.

© 2000-2010 Национальная библиотека Чувашской Республики,  naclibrary@cap.ru