А. А. Трофимов ÿнерпĕлÿçĕ – çул уçакан ăсчах
Ман йăхсен кунçул çăкăрĕ –
Атăлпа вăрман, хирсем…
Ку тавра вăл – çĕр кăкăрĕ, -
Тенĕ ват асаттесем.
А. А. Трофимов
2010 çулхи кăрлач уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Наци библиотекин "Чăваш кĕнеки" центрăн вулав залĕнче Алексей Александрович Трофимов ÿнерпĕлÿçĕн пурнăçĕпе пултарулăхне халалланă
"Чăваш аваллăхне тĕпчекен" курав уçăлчĕ.
А. А. Трофимов - ÿнерпĕлевĕç докторĕ, Раççей ÿнерçисен Союзĕн членĕ, Чăваш ен ÿнерçисен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чăваш Республикин наукăпа ÿнер Наци академийĕн академикĕ, Раççей Федерацийĕн Культура министерствин илемлĕх ремеслисен координаци Совечĕн, СНГ çĕршывĕсенчи ÿнер историкĕсен тата илемлĕх критикĕсен пултару союзĕн – ÿнерпĕлÿçĕсен Ассоциацийĕн (АИС) членĕ.
Алексей Александрович çинчен республикăра тухса тăракан хаçат-журналта утмăлмĕш çулсен вĕçнелле çырма пуçланă. Хăйĕн мĕнпур тĕпчевĕсенче А. А. Трофимов – çул уçаканĕ. Çавăнпа та унăн ĕçĕсем эвристика сулăмлă. Унăн наукăри шыравĕсене Раççей, Венгри, Болгари, Япони, Канада тата ытти çĕршыв ăсчахĕсем пысăк хак панă.
"Чăваш аваллăхне тĕпчекен" курава Ольга Величко, Наци библиотекин "Чăваш кĕнеки" центрăн ĕçченĕ уçрĕ. Унпа паллаштарнă май вăл А. А. Трофимов-тĕпчевçĕн профессиллĕ туртăмĕсем хушшинче – чăваш халăхĕн ÿнерне, япала тата ăс-хакăл культурине тĕпчесси, сăнарлă ÿнерĕн хальхи вăхăтри монументлă тата станковăй капашĕсен ыйтăвĕсене тишкересси пулнине палăртса хăварчĕ, унăн тĕпчев ĕçĕсемпе паллаштарчĕ, пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен çырнă статьясем çинче чарăнса тăчĕ.
Михаил Григорьевич Кондратьев ÿнерпĕлевĕç докторĕ палăртнă тăрăх "юлашки вунă çул хушшинче Алексей Трофимов çырнă чи паллă ĕçĕсенчен пĕри – "Зороастризм: суваро-болгарская и чувашская народная культура" кĕнеке. Вăл зороастризм сăмахăн пĕлтерĕшне уçса пачĕ. Унăн элеменчĕсем чăваш халăхĕнче паян кун та упранса юлнине палăртрĕ.
Юрий Васильевич Викторов тĕпчевçĕ, ÿнерпĕлÿçĕ А. А. Трофимовăн пурнăçĕпе пултарулăхне хакласа унăн ырă енĕсене палăртрĕ, вăл Чăваш патшалăх университетĕнчи аспирантурăна йĕркелекенсенчен пĕри пулни çинчен пĕлтерчĕ.
Иванов-Орков Геннадий Николаевич ÿнерпĕлÿçĕ Алексей Александрович чăваш халăх орнаментне тĕпчени çинче чарăнса тăчĕ.
Курав уçнă çĕре хутшăнакансене С. Максимов ячĕпе хисепленекен музыка шкулĕнче вĕренекен Ксюша Петрова хăйĕн юррисемпе савăнтарчĕ.
Алексей Александрович Трофимов ÿнерпĕлевĕç докторĕ çуралнăранпа 75 çул çитнине халалланă курава уçнă çĕрте чăваш культурипе тата искусствипе кăсăкланакансем, студентсем хутшăнчĕç.
Курав тунти кунсăр пуçне кашни кунах нарăсăн 10-мĕшĕччен 9 сехетрен пуçласа 20 сехетчен ĕçлет. Сире хапăл туса кĕтетпĕр.
Информацие хатĕрлекенĕ
Наци библиотекин "Чăваш кĕнеки" центрăн
библиотекарĕ Алина Павлова
Новости | Архив новостей
|