Регионсен хушшинчи VII наци кĕнеке фестивалĕ
Наци библиотеки чăваш халăхне çутта кăлараканĕ И.Я.Яковлев çуралнă кунĕнче кашни çулах наци кĕнекин уявне йĕркелет. Вăл Чăваш Республикинче çеç мар ытти тăрăхсенче те иртет. Кăçал регионсен хушшинчи наци кĕнеке фестивалĕ
VII хут иртрĕ. Çак уяв ака уйăхĕн 10-мĕшĕнче "Диаспăри чăваш библиотеки культурăпа халăх эткерлĕхне упракан" ятпа Самара облаçĕнчи Иссаклă районĕнче регионсен хушшинчи семинар-совещанипе уçăлчĕ. Унта хутшăнакансем Чăваш Республикинчи тата Самар облаçĕнчи библиотекăсем халăх эткерлĕхне, йăли-йĕркине упрас тĕлшĕпе мĕнле ĕçленипе паллашрĕç.
Фестиваль программипе килĕшÿллĕн ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Республикин Наци библиотекинче Чăваш кĕнекин кунĕ иртет. Унта республикăри "Çулталăкри чи лайăх кĕнеке", "Çĕнĕ ятсене уçатпăр", "Кĕнекепе библиотека манăн пурнăçра" конкурссен çĕнтерÿçисене чыслĕç.
Çак кунах "Çеçпĕл пирĕн чĕрере" литература каçĕ иртĕ. Унта "Çеçпĕл Мишшин поэзи тĕнчи" электронлă кăларăмăн презентацийĕпе паллашма май пулать. Уявра Çеçпĕл премийĕн лауреачĕсем хăйсен сăввисемпе, Г. Лебедев ячĕллĕ лицей вĕренекенĕсем "Чăваш поэзийĕн çеçпелĕ" литературăпа музыка композицийĕпе паллаштарĕç. Çавăн пекех уява хутшăнакансем Çеçпĕл музейĕнче упранакан çĕнĕ экспонатсем çинчен пĕлĕç, тĕпчевçĕсем поэт хайлавĕсене паянхи куçпа хакланипе паллашĕç.
Фестиваль хăнисемпе унта хутшăнакансене "Юрай" фольклор ансамблĕ чăваш халăх юрри-ташшисемпе савăнтарĕ.
Фестиваль ĕçленĕ кунсенче Наци библиотекинче "Вулакан Чăваш Ен" кĕнеке ярмарки иртĕ. Унта республикăри тĕрлĕ издательствăсемпе кĕнеке кăларакан учрежденисем хăйсен кăларăмĕсемпе паллаштарĕç.
Çавăн пекех фестиваль программинче – "Наука кĕнекин кунĕ". Вăл ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш патшалăх гуманитари институтĕнче иртĕ. "Тутар кĕнекисен кунне" вара ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче Шăмăршă районĕнчи Виçпÿрт ялĕнче ирттерме палартнă. Кунсăр пуçне ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш наци библиотекинче "Вырăс кĕнекин кунне" те паллă тăвĕç. Мордва кĕнекисене кăмăллакансем вара Улатăр районĕнчи Алтышево салинче пĕрле пухăнса "Мордва кĕнекин кунне" уявлĕç.
Чăваш кĕнекин VII фестивалĕ ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче, чăваш халăхне çутта кăлараканĕн И.Я.Яковлевăн памятникĕ патĕнче иртекен митингпа вĕçленĕ.
Новости | Архив новостей
|