Ресурсы О библиотеке Профессионалам        О Чувашии
 Ресурсы:
 Каталоги
НБЧР
 Каталоги
консорциума
 Электронная
библиотека
 Поиск по
сайту
 Справочная
служба:
 Спроси
библиотекаря
 О библиотеке:
 Новости
 Мероприятия
 Проекты
 Нормативная
документация
 История
 Публикации
 Основные показатели
 Адрес
 Услуги
 Отделы
 Администра-
ция
 Партнеры
 Почетные читатели
 Дарители
 Библиотеки
республики:
 Публичные
 Государ-
ственные
 Других
ведомств
 Профессио-
налам:
 Метод.
кабинет
 Работникам
культуры
 Издания
 Полезные
ссылки
 О Чувашии:
 Справка
 Чебоксары
 Чувашия в
рос. печати
 Новые книги
о Чувашии
 Периодика
Чувашии
Юбилейные даты
 Краеведение
 СМИ о куль-
туре Чувашии
 На главную
 Статистика:
Национальная библиотека Чувашской Республики

Библиотека - это открытый стол идей, за который приглашается каждый...
А.И. Герцен

Яковлев, Ю. Пулмасла вăйă карти çавăракан


Петĕр Ялкирĕн пултарулăх вăрттăнлăхне ăнланма пăхни

Алла тытрăм балалайка

Тăсса ятăм пĕрмине.

Эх, тальянка, кĕмĕл планка,

Ян-янрат-ха хĕрсене, -

юрлать пĕр çамрăк Петĕр Ялкирĕн «Музыка экзаменĕ» камитĕнче. Пĕрмеллĕ балалайка, купăс планкиллĕ тальянка – ахаль сăнарсем мар. Вĕсем Ялкирĕн вăртăнне, феноменне ăнланмалларах тăваççĕ. «Ачалăхри хевтене упраса хăварнă вăл», – теççĕ ун пирки. Ахальтен мар тахçан-тахçан Ялкир çитмĕл çичĕ çул тултарнине Чăваш наци библиотекинче «70 те 7 çул» тесе чысланăччĕ.

Ватă-вĕтĕрен кулма каланă теççĕ. Петр Алексеевич хăйĕн таланчĕпе куракансене култарать, самантлăха пулин те аслисене ачалăх тĕнчине тавăрать. Ялкир пултарăвĕн вăйăмĕ, тымарĕ – ача чухнехи вăйă-кулăра, халап-такмакра:

Кĕркурисем умĕнче

Кĕр-кĕр купăс калаççĕ,

Кĕркурипе арăмĕ

Ура хуçса ташлаççĕ.

Çĕнĕ пÿрт ăшкапĕнче

Хăнкла кĕпе çăвать, тет.

Ун юлташĕ таракан

Ыран салтака каять, тет.

Кĕр-кĕр кĕрлесе кайрĕ.

Мĕскер кĕрлесе кайрĕ?

Вăрăмтуна шăнана

Качча вăрласа кайрĕ.

Хăйĕн тыткаларăшĕпе, хăтланкаларăшĕпе Ялкир пулмасла тĕнче, куçа курăнман вăйă карти çавăрать. Ку тĕлĕшрен Чăвашра ăна çитекен çук. Çакна эпĕ 1990 çулсен пуçламăшĕнчех ăнланма пуçланăччĕ. Ун чухне айванлăх философийĕпе кăсăкланаттăм, айвансем чăваш тĕнчине чĕрлĕх илсе килессе шанаттăм. Çак шанăç Иосиф Дмитриевăн «Айван пулин те – мĕскĕнçĕ пулман» сăввинче палăрнăччĕ:

...Ялти пекех, эп халĕ те айван,

Эп халĕ те ачапала пĕр тан.

Ача пекех вылятăп паттăрла,

Ултав айне тăвасшăн мар чуна.

Тăмрапа тинкĕл-тинкĕл, тинкĕл-тинкĕл тутарса сăвă калакан Ялкир мана тĕлĕнтернĕччĕ. «Ãнман скоморох, шут», - тетчĕç эстетсем ун пирки (скоморох, шут пулма, калăн, пит çăмăл тесе). Ун пултарăвĕнче урăхла пĕлтерĕшсем курмастчĕç. Тĕлĕнтермĕш Ялкире ăнланас тесе эпĕ ун тĕл пулăвĕсене те çÿрерĕм. Вĕсенчен пĕрин пирки эпĕ акă мĕн çырса хунă. «1992, авăн, 12. 11 сехет. Лакрей паркĕ. Ялкир малтанласа уçăлсах çитменччĕ. Кайран çуначĕсемпе çапсах сăвă шăрантарма пуçларĕ. Юрласа та кăтартрĕ. Эпир Ялкире ăнланма ÿссе çитмен. Ачаранах чуна ирĕке янă пулсан, тен, ăнланăттăмăрччĕ».

1994 çулта «Аван-и» хаçатра (3 №) Ялкир пирки манăн «Сăвăç-артист» тĕрленчĕк пичетленчĕ: «Артистлăха шута илмесĕр Ялкире эпир тĕрĕс те туллин ăнланас çук. Ялкире кăна мар – эстрадăна кăмăллакан ытти сăвăçсене те. Акă, мĕн çырнă, тĕслĕхрен, Георгий Иванов Маяковский пирки 1950 çулта: «Маяковский аслă поэт мар иккенне ăнлантарма, паллах, кирлĕ мар, ытлашши. Анчах поэт-и-ха вăл? Пĕр сăмахсăрах, поэт. Хăйне май пит пултаруллă поэт. Анчах ун поэзийĕ эпир хăнăхнă поэзи мар. Вăл эстрада импровизаторне е пасарти раешнике çывăх. Лайăх импровизатора та, вăр-вар раешника та хăюлăх, çухалса кайманни, янтăланă ăсталăх кирлĕ. Унăн халăха валли тата халăх ăнланмалла хапи (форми) тата содержанийĕ кăнттам, примитивлă. Сăмаха юри аякка пăрса яма пит аван пĕлетчĕ, футуристсен каçĕсенче е большевиксен митингĕсенче нумай ыйтман аудиторире пĕр вăхăтрах тăрăхласа вăрçтаратчĕ те, кăмăлне те кантаратчĕ. Маяковский пултарăвĕ эстрада çинче, сăмахшăн кивçене кайманнинче, сăпайсăр та чăртмах сассинче, демагогире, ун темпераментĕнче пит уççăн палăратчĕ, анчах çавăнтан вăл иртейместчĕ (çакăнсăр пуçне унта урăх ним те çукчĕ). Ораторсен сăмахĕсем епле стенограммăра шупкаланаççĕ, унăн та сăввисем хут çинче çухалаççĕ. Вĕсем айван, примитивлă, кĕвĕллĕх тĕлĕшĕнчен кичем те пĕр евĕр».

Петĕр Хусанкайăн «Юманкка» (1963) асаилĕвĕ – вĕсем Шелепипе иккĕшĕ 1928 çулхи январĕн 23-мĕшĕнче Маяковский каçĕнче пулни пирки (Хусан, тутар оперин театрĕ):

« -...Ëлĕкхи поэтсем хăйсен сăввисене юрланă пекрех вулама хăнăхнă пулнă, кĕвви-çеммипе хăлхана ачашлама тăрăшнă. Поэзи «ырă йăхлă» çынсен тутлă çимĕçĕ пек шутланнă. Эпĕ ăна урама илсе тухрăм, темиçе пиншер халăх ушкăнĕ валли хура çăкăр туса хутăм. Кашни сăмах çаврăнăшĕ сире хăвăра та активлăн хутшăнма чĕнет: шухăшлăр, виçсе пăхăр, тишкерĕр – апла-и, апла мар-и?..

Çапларах «умсăмах» каларĕ поэт. Унтан, сасартăк сассине çĕклентерсе, поэмине пăхмасăр янтрата пуçларĕ. (...) Пĕр вырăнта тăмасть вăл. Трибуна таврашĕ çук. Утăмлать, чĕвен тăрать, пиншакне хывса тенкел хыçĕ çине çакса ярать. Кайран: «Ма ун пек хăтланатăр?» – тесен, çапла тавăрать:

- Кăчакар (кочегар. – Ю.Я.) ытла вĕри пулсан пĕр хут кĕпине те хывса пăрахать, эпĕ те ĕçлетĕп-çке! – тет. Хăш-пĕр такмакрах сăввисене каланă чух сасартăк сулмаклă пушмак пуçĕпе урайне шаплаттарса, ташланă пек туса илет».

Хусанкайпа Шелепи билет шыраса тата поэта çывăхрах курас тесе «Казанское подворье» хăна çуртĕнчи вăл йышăннă номере (пÿлĕме) те каяççĕ: « – Эпĕ Мускавра пĕр чăваш поэчĕ сăвă каланине илтнĕччĕ, – тет Маяковский, – сирĕн чĕлхĕр питĕ çемçе те кĕвĕллĕ пулмалла. Темле француз чĕлхинчи пек сасăсем те илтĕннĕччĕ ман хăлхана...».

Поэтпа пĕрле çамрăк Ваçанкка «сиксе» сăвă каланă иккен. Маяковский ун хушаматне астăвайманшăн пăшăрханнă пек пулчĕ».

Ваçанкка Ялкире те хавхалантарнă. Петр Алексеевич асаилĕвĕнчен (1992, авăн, 20): «Никифор Тарасович Вăрнарти педтехникумра вĕреннĕ чухнех (1920-1922) купăс каласа, юрă-такмак юрласа çынсене савăнтарнă (кун пирки А. П. Блинов каласа панăччĕ). Кайран эпĕ Никифор Тарасович ялсем тăрăх та купăспа такмакласа çÿренине, ĕçе те купăсне туртса Шупаш-кар урамне янăратса кайнине тата таврăннине илтнĕччĕ. Юрра-ташша килĕштернĕ поэта манăн чи малтан 1947 çулта курма тÿр килчĕ. Çамрăк писательсен республикăри канашлăвĕ пулнăччĕ. Каçхине Учительсен çурчĕн залĕнче литература каçĕ пулчĕ. Кашни сăвăçăнах пĕрер сăвă каламаллаччĕ. Ç. Элкер, П. Хусанкай, Я. Ухсай, А. Алка, С. Шавли, Уйăп Мишши т.ыт.те пĕрин хыççăн тепри сцена çине тухса хăйсен сăввисене каларĕç. Акă, сцена çине хут купăсне туртса, такмак янратса тулли сăнпитлĕ, тăлпан кĕлеткеллĕ, хаваслă çын тухрĕ. Ку вăл Ваçанкка пулчĕ. Халăх ăна тăвăллăн алă çупса кĕтсе илчĕ. Хăйех купăс калани тата юрлани пурне те килĕшрĕ. Г. Хирбю хăйĕн сăввипе кĕвĕленĕ «Колхоз такмакĕсене» Ваçанкка пысăк çĕкленÿпе юрларĕ. Çынсем ыйтнипе унăн «Кай, кай Ивана» юрра та юрлама тиврĕ. «Пĕр сăвă каçĕн» йĕркине пăснăшăн поэт каçару ыйтма та манмарĕ. Хаваслă шав çĕклерĕ Ваçанкка литература каçĕнче. Çĕнĕлĕх халăха та килĕшрĕ. Ваçанккапа вулакансемпе тĕл пулма ун хыççăн пĕрре кăна мар кайма тÿр килчĕ. Ун çĕкленÿлĕхĕ мана та пысăк витĕм кÿчĕ».

«Ну-и пултарать! Артист тейĕн», «Ха! Артист, тепĕр артистран та ирттерет вăл...», – тенĕ иккен халăх Ваçанкка пирки (Георгий Орловăн «Сăвăç, юрăç, редактор» статйинчен. // Тăван Атăл, 2003, № 2, 54 с.).

«Эстрада çине хăпарсан, эсир тепĕр артистран ирттеретĕр пек туйăнать», – тенĕ иккен эпĕ те Ялкире (1992 çулхи авăн уйăхĕнче калаçнинчен).

Артистсен режиссерсем пулаççĕ. Ваçанккапа Ялкир вара хăйсем вылякан курăнăва (представление) хăйсемех лартаççĕ. Артисчĕ те, режиссерĕ те хăйсемех. Анчах капла калани те куракан умĕнчи вĕсен пултарулăхне туллин палăртмасть. Театр тесен, тен, тĕрĕсрех пулать. Халăха çывăх театр. Питер Брук «Пушă талккăш (пространство)» кĕнекере халăх театрĕ пирки çырать: «Ун хапи (форми) тĕрлĕ вăхăтра тĕрлĕрен пулнă. Вĕсене çывăхлантараканни – чăрсăрлăх, кăнттамлăх».

«Шултра кулă ăсти» тетпĕр Иван Мучи пирки. Ваçанккапа Ялкир пирки вара ахăртнех «шултра театр» темелле.

«Вăл купăс калама пĕлнĕрен кăна эп унпа паллашнă», – тенĕ Ухсай Яккăвĕ Ваçанкка пирки. (В. Г. Мурашковский кун пирки: «Это слова великого жлоба», – терĕ.)

Ялкир – тăмраçă. Ак мĕн такмаклать вăл «Тăмра» сăвăра:

...Уявра, ĕçкĕре

Эп калаттăм тăмра,

Ал çупатчĕ хĕрсе

Урамри ват йăмра.

Утмăл çул та ытла

Тăмра пулчĕ манпа.

Такмак-юрă пайтах

Кĕвĕлерĕм унпа.

Поэт-юрăç пулма

Пулăшрĕ вăл мана.

Нихăçан манас çук

Тинкĕлти тăмрана.

Тăмра каламан пулсан та Ялкир мана, постмодернизм тапхăрĕнче пурăнакана, кăсăклантарнă пулĕччĕ. Ун стилĕ акционизма, перформенса, хэппенинга тата ытти хальхи юхăмсене çывăх.

Ефрем Еллиев кун кĕнекинче Ваçанкка пирки асăнни пур (1932, ака, 2): «Паян çыру илтĕм: «Хапха» (Е.Еллиев хайлавĕ. - Ю.Я.) йывăр япала, ăнланма йывăр», – тесе çыраççĕ. Халĕ тата Ваçанккана панă... Ну кунтан пархатар кĕтместĕп. Вăл йĕрĕнет пуль тарăн шухăшран».

Ваçанкка сăвви-юррисенче те, Ялкир хайлавĕсенче те эпир, тен, «тарăн шухăш» тупаймăпăр. Анчах ку пачах та вĕсем ниме юрăхсăр, ниме тăман япала тенине пĕлтермест. Манар мар: художника ăнланма вăл хăйшĕн хывнă саккунсене шута хумалла. «Тĕнче тĕрлĕ», «Тĕнчере тĕрлĕрен кĕнчеле» тенĕ ваттисем. «Чăваш поэзийĕн тепĕр тĕнчи» – çапла ят панă Ялкир маннисен поэзийĕ пирки çырнă статйине (Хыпар, 1997, çу, 27). Вăл унта хăй пирки каланăнах туйăнать: «Чăваш вăрманĕ уçă çилпе мăнаçлăн кашласа ларать. Вăрмана кĕрсен эпир чи малтанах мăнаçлăн кашлакан патмар юман енне çаврăнса пăхатпăр. Анчах вăрман юмантан кăна тăмасть. Унта çавра çулçăллă çăкасем те, шурă кĕпеллĕ хурăнсем те, çатăлти ăвăссем те, вĕлтĕрти çулçăллă вĕренесем те, хĕлĕн-çăвĕн симĕс хыр чăрăш та, мăйăр сĕнекен шĕшкĕсем те, çырла паракан паланпа пилеш те ÿсеççĕ. Çавнашкалах чăваш поэзийĕ те паллă поэтсен сассипе кăна янраса тăмасть».

«Мĕн йывăр? – Хăвна ху ăнланма йывăр», – тенĕ Фалес. Ялкир те хăйне хăй ăнланма тивĕç сăмах, сăнар шырать. «Ман пултару тăватă кустăрмаллă, – тет вăл. – Пĕрремĕш кустăрми – лирика кĕнекисем, иккĕмĕшĕ – юрă сăввисем, виççĕмĕшĕ – кулăш, тăваттăмĕш – ачалăх». Тăват кустăрмапа усă курса вăл хăй синтетикăллă жанрта ĕçлени пирки каласшăн пулнăн туйăнать...

Тăван Атăл. – 2006. – № 11. – С. 134–137.

© 2000-2010 Национальная библиотека Чувашской Республики,  naclibrary@cap.ru