Ресурсы О библиотеке Профессионалам        О Чувашии
 Ресурсы:
 Каталоги
НБЧР
 Каталоги
консорциума
 Электронная
библиотека
 Поиск по
сайту
 Справочная
служба:
 Спроси
библиотекаря
 О библиотеке:
 Новости
 Мероприятия
 Проекты
 Нормативная
документация
 История
 Публикации
 Основные показатели
 Адрес
 Услуги
 Отделы
 Администра-
ция
 Партнеры
 Почетные читатели
 Дарители
 Библиотеки
республики:
 Публичные
 Государ-
ственные
 Других
ведомств
 Профессио-
налам:
 Метод.
кабинет
 Работникам
культуры
 Издания
 Полезные
ссылки
 О Чувашии:
 Справка
 Чебоксары
 Чувашия в
рос. печати
 Новые книги
о Чувашии
 Периодика
Чувашии
Юбилейные даты
 Краеведение
 СМИ о куль-
туре Чувашии
 На главную
 Статистика:
Национальная библиотека Чувашской Республики

Библиотека - это открытый стол идей, за который приглашается каждый...
А.И. Герцен

Ăста çыравçă


Чăвашсен пултаруллă та ĕçчен çыравçи, ăста драматургĕ Мария Ухсай литература ĕçне пуçăннăранпа 60 çул çитрĕ. Унăн чи малтанхи произведенийĕ — «Хĕрлĕ тутăр» ятлă сăвви — 1926 çулта «Канаш» хаçатра пичетленсе тухнă, ун айне «Маруç» тесе алă пуснă.

Мария Дмитриевна Ухсай (хĕр чухнехи хушамачĕ - Мухина) 1908 çулта шартлама хĕл сивви вăхăтĕнче Куславкка районĕнчи Карач ялĕнче çуралнă. Унăн ашшĕ ялти учитель пулнă. Анчах чиркĕве хирĕç пырать тесе ăна шкулта ĕçлеме чарнă. Вăл вара хресчен ĕçĕпе çеç пурăннă. 1921 çулта вунçиччĕри Маруç ашшĕсĕр тăрса юлнă. Карачри шкулта 6 çул вĕреннĕ хыççăн хастар хĕрача Хусанти чăваш педтехникумне кĕнĕ. Унта пĕр çул вĕренсен, йывăр чирленĕ пирки урăх каяйман, хăйсен ялĕнчех 8 класс пĕтернĕ. 1925—1929 çулсенче вăл Шупашкарти педагогика техникумĕнче учительница дипломне илнĕ. Унтан Мария Дмитриевна тăватă çул хăйсен ялĕнчи шкулта ĕçленĕ. Вăл вăхăтра ялсенче пур çĕрте те хаяр класс кĕрешĕвĕ пынă, коллективизаци тапхăрĕ пуçланса кайнă. Мария Дмитриевна та шкулти ĕçсемпе çеç çырлахса ларман, халăх хушшинче пĕтĕм вăйне хурса тимленĕ: вырăнти хуçалăхпа культура ĕçĕсем валли сулăм укçи пухас, хут пĕлменлĕхе пĕтерес, халăха тĕн сиенĕ çинчен ăнлантарас, клубра спектакльсем лартас тĕлĕшпе ырми-канми тăрăшнă, тепĕр чухне çав спектакльсем валли суйласа илнĕ вырăсла пьесăсене хăех чăвашла куçарнă. Учительница тин çеç йĕркеленнĕ колхоз правленийĕн членĕ пулнă, 1932 çул вĕçĕнчен пуçласа 1933 çулхи кĕркуннеччен колхоз председателĕн ĕçĕсене туса пынă. Çав вăхăтрах ăна малалла вĕренес шухăш та канăç паман. Вара, 1933 çулхи кĕркунне, вăл чăвашсен И. Я. Яковлев ячĕпе хисепленекен педагогика институтне вĕренме кĕнĕ. 1937 çулта филологи факультетĕнчен вĕренсе тухсан, Мария Дмитриевна Канашри тата Ульяновскри педагогика училищисенче, унтан Тĕрлемесри вăтам шкулта вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. 1940 çулхи декабрьте вăл хăйĕн мăшăрĕпе — Яков Гаврилович Ухсайпа пĕрле Шупашкара пурăнма куçнă. Анчах та кунта вĕсем нумаях пурăнайман: Яков Ухсай кĕçех Аслă вăрçă хирне тухса кайнă, Мария Дмитриевка яла, амăшĕ патне таврăннă. Унта вăл хĕлле вăтам шкулта аслă класри ачасене вĕрентнĕ, çулла колхоз бригадирĕ пулнă.

1942 çулхи декабрьте Мария Дмитриевнăна Шупашкара чĕнсе илнĕ, репертуар комиссийĕн Чăваш республикинчи уполномоченнăйĕ туса хунă. Çав вăхăтра Мария Ухсай вырăс писателĕсен произведенийĕсене те чăвашла куçарма тытăнать, хăй те çырать. Республикăри театрсем валли чăвашла çырнă пьесăсем çитменнине çивĕччĕн туйса илет вăл. Ăна, учительница пулнăскере, ачасем валли пьесăсем пулманни пушшех хытă шухăшлаттарать. Вăл вара республикăра çĕнĕрен уçăлнă пукане театрĕ валли «Телей çулĕ» ятлă пьеса çырать. Театр коллективĕ пьесăна хаваспах йышăнать, ăнăçлă выляса кăтартать.

1947 çулта Мария Ухсай вырăссен чаплă драматургĕ А. Н. Островский çырнă «Парнесĕр хĕр» драмăна чăвашла куçарса уйрăм кĕнекен пичетлесе кăларать. Ҫав çулах «Ялав» журналта унăн калавĕсем тухаççĕ. «Хăйă çути», «Типĕ çыран хĕрринче» тата ытти калавсенче автор ачасен пурнăçне питĕ ăшшăн та ăста сăнласа кăтартать.

1947 çулта Мария Ухсайăн «Калавсем» ятлă кĕнеки пичетленсе тухать. Вулакансем ăна хапăл туса йышăнаççĕ, критиксем те тивĕçлипе хаклаççĕ. 1949 çулта вара Мария Ухсая СССР писателĕсен Союзне илеççĕ.

1952 çулта талантлă писательница хăйĕн тахçанхи ĕмĕтне пурнăçлама — Пĕрремĕш тĕнче вăрçипе Аслă Октябрьти социализмла революци вăхăтĕнче чăваш ялĕнче класс кĕрешĕвĕ çивĕчленсе пынине сăнласа кăтартакан виçĕ кĕнекеллĕ повесть çырма тытăнать. Ăна вăл «Кăра çилсем» ят парать. Повеçĕн пĕрремĕш кĕнеки 1956 çулта пичетленсе тухнă. Вулакансем ăна питĕ ырласа йышăннă, критиксем те сахал мар ăшă сăмах каланă.

1957 çулта повеçĕн иккĕмĕш кĕнеки чăвашла, çав çулах икĕ кĕнеки пĕрле Мускавра вырăсла пичетленсе тухсан, Мария Ухсай ячĕ хамăр республикăра кăна мар, пĕтĕм çĕршывĕпех сарăлчĕ, вăл пирĕн паллă писательсенчен пĕри пулса тăчĕ. «Кăра çилсем» повеçре чухăнсемпе пуянсем хушшинче хаяр тытăçусем пулса иртеççĕ, унта автор ăста çырса кăтартнă тулли характерсем сахал мар. Чухăн Станюк Макçи, унăн хĕрĕсем — Лисукпа Иркка, Пеття, Хĕр-Ваçка, Ямшăк Михали, Чинук, Николай Вавилов студент, пуян Варлампа унăн ывăлĕ Люшша, вĕсен шанчăклă тарçи Тихха тата ыттисен сăнарĕсем нумайлăха асра юлаççĕ. Ҫавна пулах ĕнтĕ театрта ĕçлекенсем те, вулакансем те вĕсене сцена çинче курма ĕмĕтленеççĕ. Мария Дмитриевна вара, ытти ĕçĕсене кая хăварсах, хăйĕн «Кăра çилсем» повеçĕ тăрăх драма çырать. Часах ăна Республикăри çамрăксен театрĕ сцена çинче ăнăçлă лартса парать.

Театрти малтанхи çитĕнўпе хавхаланса, Мария Ухсай кĕçех тепĕр çĕнĕ пьеса — «Çу, çумăр, çу» драма çырать. Унта вăл чăваш ялĕнчи малтанхи комсомолецсем 1921 çулхи выçлăх вăхăтĕнче совета тĕп тума ĕмĕтленекен кулаксемпе паттăррăн кĕрешнине тĕрĕс те çивĕччĕн, чуна хумхантармалла витĕмлĕн сăнланă. Çавăнпа республикăри çамрăксен театрĕ ку драмăна та хапăлласах йышăнчĕ, куракансем умне кăларчĕ. Автор вара çамрăксен театрĕпе унăн нумай та йышлă кураканĕсен юратнă драматургĕ пулса тăчĕ. Чăнах та, вăл çырнă нумай паха пьесăсенче выляса, çамрăксен театрĕнче миçе артист ÿссе çитĕнмерĕ пулĕ! Акă вĕсем: Вера Голубева, Вера Михайлова (Прохорова), Валерий Пайгусов, Валентина Акальская, Илья Шайдуков, Елизавета Шайдукова, Клава Степанова, Раиса Федорова, Сергей Ильин тата ыттисем те.

Театрпа алла-аллăн ĕçленипе пĕр вăхăтрах Мария Дмитриевна хăйĕн повеçĕн виççĕмĕш кĕнекине çырса пĕтерет. Вăл 1962 çулта пичетленсе тухать. Халĕ ĕнтĕ «Кăра çилсем» повеçе вăтам шкул программине те кĕртнĕ.

Писательница хăй хаваслă та витĕмлĕ комедисен ăсти пулнине те уççăн кăтартса пачĕ. 1961 çулта вăл колхоз пурлăхне çаратакансене питлесе «Уй куçлă, вăрман хăлхаллă» комеди çырчĕ. Ăна каллех çамрăксен театрĕ темиçе çул хушши Шупашкарта тата республикăпа унăн тулашĕнчи чăваш ялĕсенче кăтартса çÿрерĕ. Çав вăхăталлах Мария Ухсай республикăри драма кружокĕсем валли «Хветĕр тус — яка юс», «Виçĕ сукмак» тата «Шăпчăк-кĕслеçĕ» комедисем çырать. Вĕсем 1965 çулта «Уй куçлă, вăрман хăлхаллă» пьесăпа пĕрле унăн «Комедисем» ятлă кĕнекинче пичетленсе тухрĕç.

1962 çулта пирĕн чаплă ентешĕмĕр Андриян Григорьевич Николаев летчик-космонавт «Восток-3» космос карапĕпе тĕнче уçлăхĕнче хăюллăн вĕçнĕ хыççăн, Мария Ухсай, унăн паттăрлăхĕпе хавхаланса, «Унтрийкă» ятлă çĕнĕ пьеса çырчĕ. Паллах ĕнтĕ, вăл пьесăна та чи малтан çамрăксен театрĕнче лартрĕç.

«…» Героикăлла «Унтрийкă» пьеса хыççăн вăл каллех комеди çырма ларать. Вара унăн çивĕч пери айĕнчен «Питлĕх çапса ташлакансем» ятлă гротескла сатирăллă комеди шăранса тухать. Темиçе сезон пычĕ вăл театр сцени çинче.

Мария Ухсай произведенийĕсем идейăпа илемлĕх тĕлĕшĕнчен çÿлти пусăмра тăраççĕ. Вĕсене вăл пуян та сĕтеклĕ чĕлхепе сăнарласа çырнă. Вăл чăваш халăхĕн сăмахлăхне, унăн асран кайми халал-юмахĕсене аван пĕлетчĕ, вĕсемпе хăйĕн творчествинче анлăн усă куратчĕ. Çакна унăн «Шăпчăк-кĕслеçĕ», «Элпике тĕрри» тата ытти пьесисем те яр-уççăн кăтартса параççĕ. «Элпике тĕрри» пьесăна, сăмахран, çав тери витĕмлĕн, чун-чĕрене хытă хумхантармалла çырнă. Ахальтен мар ĕнтĕ, ку юмаха ытараймасăр, Виктор Ходяшев композитор «Чаплă тĕрĕç» («Чудесная вышивальщица») ятлă балет çырнă. «Элпике тĕрри» пьесăна драматург Октябрь революцийĕ 50 çул тултарнине халалланă.

В. И. Ленин çуралнăранпа 100 çул тултарнă тĕле Мария Ухсай «Чĕмпĕр чанĕсем» ятлă çĕнĕ пьеса çырса пĕтерет. Автор унта И. Н. Ульяновпа И. Я. Яковлев килйышĕсен хушшинчи туслăха, В. И. Ленинăн çамрăк чухнехи пурнăçне сăнласа кăтартать.

М. Ухсай мĕн çамрăкранпах обществăллă ĕçе активлă хутшăннă. Çак пархатарлă йăлана вăл хăйĕн ĕмĕрĕ тăршшĕпех тытса пычĕ. Чăваш писатĕлĕсем ăна хăйсен съездĕнче икĕ хутчен правлени членне суйларĕç, икĕ хутчен Мускава — РСФСР писателĕсен 1-мĕш съездне тата СССР писателĕсен 3-мĕш съездне ячĕç. Çав çулсенчех ăна культура работникĕсен профсоюзĕн обком членне, унтан обком президиумĕн членне суйлаççĕ. Чылай вăхăт хушши Мария Ухсай «Ялав» тата «Капкăн» журналсен редколлеги членĕ пулнă, чăваш писателĕсен драма секцине ертсе пынă. Çав хушăрах вăл Шупашкар хула Совечĕн депутачĕ те пулнă.

Чăваш литературине аталантарас ĕçри çитĕнÿсемшĕн М. Д. Ухсая 1958 çулта Чăваш АССР Верховнăй Совет Президиумĕн Хисеп Грамотипе, 1960 çулта Ěçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе наградăланă. 1968 çулхи кăрлачра ăна Чăваш АССР искусствисен тава тивĕçлĕ деятелĕ ятне панă.

Шел, ăста çыравçă 1969 çулта вăхăтсăр уйрăлчĕ пирĕнтен.

Кăлкан, А. Ăста çыравçă / Александр Кăлкан // Ялав. - 1986. - № 6. - С. 23-24.

© 2000-2010 Национальная библиотека Чувашской Республики,  naclibrary@cap.ru