Листопад, Ю. Искусство вăл - хĕрÿ ĕç, шырав, тăрăшу
Çук, каламарĕ ку сăмахсене Светлана Никифоровна пирĕн тĕл пулура. Апла пулин те ăс-хакăлпа туйса илтĕм: вĕсем - унăн пурнăç йĕрки, унăн при-нципĕ, хăйĕн ĕмĕтне, тĕллевне пурнăçлама хистекен шухăш тытăмĕ, малалла ăнтăлма-талпăнма хистекен вăй-хăват. Çемьере вун тăваттăмĕш ача пулнăран кăна мар, ашшĕпе амăшĕ кашни тĕпренчĕкĕнчех çак сăмахсен турĕ пĕлтерĕшĕн ăнлавĕсене ăша хывса хăварма тăрăшнăран. Çавăнпа хушнине яланах пурнăçланă, тытнă шухăша вĕçне çитерме тăрăшнă. Паянхине ырана хăварман. Каярахпа çак туртăм-туйăм пулăшса кăна пынă.
Шупашкар районĕнчи Çатра Маркари Никифор Гурьевич Гурьевпа Христина Ивановна Иванован кĕçĕн хĕрĕн ачалăхĕ Çĕпĕрте иртнĕ. Йывăр пурнăçа кăштах та пулин йÿнеçтерес, кил-йыша упраса хăварас, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетме тулăх вырăн суйласа илес тĕллевпе 1929 çулта пысăк йышлă çемье, ялти ьпти çынсемпе пĕрле, яланлăха тесех Иркутск облаçĕнчи Зима ятлă хуларан 70 çухрăмри Пĕрремĕш Галтэй ялне тухса каятъ. Çĕпĕр çĕрĕ алă сарсах кĕтсе илмен Чăвашран килнĕ çемьене. Пĕтĕмпех çĕнĕрен тумалла. Юрать-ха çынсем тарават. Тĕрлĕ халăх пĕр-пĕрне йывăрлăхра пăрахман. Кил хуçи нимĕнле ĕçрен те шикленменрен, ал ĕç ăсти пулнăран та пурнăç майĕпен йĕркеленсе каять. Светлана малтанах ялти пуçламăш, унтан 30 çухрăмри Батаманри çичĕ класлă шкулта ăс пухнă. Лайăх вĕреннĕ хĕрача. Художество пултарулăх кружокĕнче унран селĕмрех ташлаканни, такмак шăрантараканни, сăвă калаканни урăх пулман та. Çакна асăрханă аслă юлташĕсем чăваш хĕрачине сцена çине тухма сĕннĕ.
Вĕреннĕ чухнех сухăр юхтараканра ĕçленĕ (паллах, ырă пурнăçран мар). Вăрçă ахрăмĕ ку тăрăха çитсе татах йывăрлăхпа хурлăха хăй çинче туйтарнă Светланăна документра хăйĕн çулĕнчен аслăрах кăтартса 1942 çулхи кĕркунне Зима хулине медсестра пулма вĕренме кайма хистет. Кăнтăрла аудиторисене пухăннă хĕрачасене каçхине анăçран килекен санитар эшелонĕсем патне çапăçура аманнисене çĕклеме илсе çуреççĕ. Çапла çулталăк иртсе каять, вĕренсе пĕтерни çинчен документ параççĕ. Шăпах çакăн чухне хăнана килнĕ аппăшĕ Н. Н. Шашкова йăмăкне каялла çуралнă яла таврăнма ыйтать. Килтисем те хирĕç пулмаççĕ. Нина Никифоровна, кÿршĕ ялта учительницăра ĕçлекенскер, Светланăна малалла вĕренме вырнаçтарать. Тăван çĕршыва чуралăха кĕртсе ÿкересрен хÿтĕлесе юнлă çапăçусем пынă, фронтран хурлăхлă хыпарсем килсе тăнă вăхăтра та Светлана хăй тавра юрра-ташша кăмăллакансене пухса концерт бригади йĕркеленĕ. Ãçта кăна çитмен-ши, кама кăна хăйсен уçă та янкăс сассипе килентермен-ши?
Пуçаруллă хĕрачана Ишлей районĕнчи çут ĕç пайĕ Саратоври консерваторин опера студине, чăваш уйрăмне кайма сĕнет. Меццо-сопрано саслă Светлана 1944 çулта педагогсем пулăшнипе юрăÇ ăсталăхне вĕренме пуçлать. Шел, нумаях вĕренме тÿр килмест, педагог-хĕрарăм унăн сассине уçăмлă палăртайманран тата хĕлĕпех тĕрĕс юрлаттарман пирки сасă хĕлĕхĕсен чирĕ пуçланнипе çулталăкран операцине выртма, юрăç пулас ĕмĕте сирме тивет. Çапах сцена ăсти пулас шухăш канăÇ памасть. Киле таврăнсан, К. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕ çумĕнчи студие вĕренме вырнаçать, 1947 çулта ăнăçлă пĕтерет ăна. Çав вăхăта халĕ те ăшшăн аса илет Чăваш халăх артистки. Хăйне йывăр та пархатарлă çул çине тухма пулăшнă аслăрах ăрури ĕçтешĕсене К. Иванова, Л. Родионова, Б. Алексеева, З. Ярдыкована паян кун та тав тăвать. Çавăнпа пĕрлех театрта ĕçленĕ чух Е. Шорникова, Н. Степанов, В. Родионов, Н. Григорьева, Г. Терентьев тата СССР халăх артисчĕсемпе Б. Алексеевпа, А. Ургалкинпа выляма телей килнишĕн кăмăлтан савăнать. Ëçтешĕсем те Светлана Никифоровна нумай енлĕ, талантлă актриса пулнине, драмăра та, комедире те пĕр пек пултаруллине палăртаççĕ.
Тĕп сцена çинче вăтăр çул ытла ĕçлесе мĕнле кăна роль сăнарлама шанман-ши, сĕнмен-ши ăна: пысăккине те, пĕчĕккине те, кулăшлине те, хурлăхлине те. Арçын ача, çитĕннĕ хĕр, карчăк та "пулса курнă". Вăлах Нарспи те, М. Шолоховăн "Уçнă çеремĕнчи" Лушка та, Н. Терентъевăн "Шанман чечексем" пьесинчи Галина Зеркалова та, В. Шкваркинăн "Ют ачинчи" Зина та, Г. Терентьевăн "Нонка юратăвĕнчи" Нонка та... Кусем -малтанхи рольсем. Ун чухнех критиксем те, театр тĕпчевçисем те пысăк хак панă унăн пултарулăхне. Кĕçех, 1960 çулхи çĕртмен 24-мĕшĕнче, республикăри хаçатсем Светлана Никифоровна Михайлована Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ хисеплĕ ята пани çинчен пĕлтереççĕ.
Хăшĕ-пĕри шухăшланă пекех çăмăл-ши артист пурнăçĕ, ăмсанмаллах-ши? Артистка хăй мĕн шухăшлать-ши çакăн пирки?
- Пĕртте çăмăл мар. Спектакльте сцена çине тухни вăл - унччен тар юхтарса ĕçленин вĕçĕ, пулăмĕ. Чылай чухне канмалли кунсенче, уявсенче ĕçлемелле. Çитменнине - яланах каçхине. Ирсерен - репетици, прогон. Пĕрре лартнă слектакле те репетиципе çирĕплетме тивет, çав хушăрах çĕнĕ рольсем хатĕрлемелле-вĕренмелле. Çулла вара - каллех гастрольсем. Çапла вăл артист пурнăçĕ, ĕçĕ. Халĕ хăвăр шухăшласа пăхăр: çăмăл-ши вăл? Чылайăшĕ чăтаймасть çакна.
Йывăрлăхсене парăнман, кÿлĕннĕ лава туртнă та туртнă. Н. Анкиловăн "Салтак арăмĕнчи" Полинка, Н. Айзманăн "Кай, кай Ивана!" комедийĕнчи Паша, Ф. Шиллерăн "Хаярлăхпа юрату" трагедийĕнчи Мильфорд леди, М. Горькин "Старикĕнчи" Таня тата ытти вун-вун роль çакна ĕненмелле çирĕплетеççĕ. Ахаль - тен-им, акă, "Салтак арăмĕнчи" Полинка ролĕшĕн Пĕтĕм Раççейри наци драматургийĕн иккĕмĕш фестивалĕнче СССР Культура министерствин иккĕмĕш степеньлĕ дипломĕпе наградăланă Светлана Никифоровнăна. 1975 çулхи нарăсăн 27-мĕшĕнче "Чăваш Республикин халăх артисчĕ" ят парасси amp;çинчен кăларнă Указ Светлана Никифоровнан çав тапхăрччен тунă курăмлă ĕçĕ-хĕлне тивĕÇлипе хак пани пулса тăрать. "Тăван халăх мана ăраскаллă турĕ. Çĕршывăм вĕрентрĕ. Искусство керменĕнче ĕçлеме ирĕк пачĕ. Эпĕ телейлĕ! Ãраскала чăваш театрĕнче тупрăм. Театр маншăн атте те, иккĕмĕш анне те. Театр маншăн тăван кил те, шкул та, вăл манăн юратăвăм, ман пурнăçăм!!!" - тет Светлана Никифоровна. Паянхи кун та искусство ĕçĕнчен уйрăлмасть. Искусство вăл - хĕрÿ ĕç, шырав, тăрăшу. Çак сăмахсене 1927 çулхи пуш уйăхĕн 15-мĕш кунĕнче Çатра Марка ялĕнче çуралнă, хăйĕн пурнăçĕпе юратăвне тăван искусствăна хапалланă, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистки тата Чăваш Республикин халăх артистки ятсене тивĕçнĕ Светлана Никифоровна Михайлова тивĕçлипе калама пултарать. Мĕншĕн тесен хăйĕн ывăлĕпе мăнукĕсенче хĕрÿ ĕçсĕр, шыравсăр тăрăшулăхсăр пурнăçра нимĕн те тума, палăртнă чикĕсене çитме май çук шухăшăн тĕшшине варăнтарса хăварнă. Çав тĕшĕрен вара парка хунав аталанасса шанать.
Хыпар. - 1997. - 19 пуш.
|