ВОСПЕТЫЙ В СТИХАХ

Уйăп Мишши

Уйăп Мишши (Михаил Данилович Шумилов)

Вěç, вěç, çěршыв ачи!


Вěç, вěç, куккук!— тесе юрлать чăваш,—
Хура вăрман хěрне, тет, çитиччен...
Паян ку юрă пирěншěн йăваш,
Юх, юрă, космос паттăрě çинчен!

Гагаринпа Титовччě-и асра,—
Мухтавлă ěç пурне те тивěçет:
Каллех совет карапě космосра,
Унта халь Атăл ывăлě вěçет!

Тÿпи те çук тěнчен, çук ун маччи,
Сăмах-юмах кăна пырать çапла.
Вěç, вěç, çěршыв ачи, чăваш каччи,
Сан çăлтăрсем патне çул уçмалла!

Вěç, вěç, хăюллă, паттăр Андриян,
Çÿлтен çÿле те инçетрен инçе!
Чун савăнать: чăваш сасси паян
Ян-ян каять тěнче уçлăхěнче.

Яш-кěрěм илě тěслěхне санран,
Сан пек пулма кашни тăвать тупа.
Пин-пин çěртен паян, пин-пин çынран
Килеççě саламсем сан ятупа.

Çÿретěн эс вěçсе çÿлте, çÿлте,
Чунсем пурин те пирěн санпала.
Сана тăван аннÿ кěтет килте,
Кěтет çěршыв хěрÿ ытампала.

Кăтартрăн эс çěршывăн хăватне,
Кăтартрăн иксěлми паттăрлăхна.
Мухтавлă турăн эс чăваш ятне,
Савăнтарса çуратнă халăхна.

Тěнчипеле яту янрать паян,
Янрать вăл юрăра, сăвăсенче.
Вěç, вěç, хăюллăн, паттăр Андриян,
Çÿлтен çÿле те инçетрен инçе!

Уйăп, Мишши. Вĕç, вĕç, çĕршыв ачи! / М. Уйăп // Коммунизм ялавĕ. - 1962. - 15 август.

    >