ВОСПЕТЫЙ В СТИХАХ

Николай Теветкель

Теветкел Николай (Петровский Николай Александрович)

ТĚНЧЕ УÇЛĂХĚНЧЕ ЧĂВАШ САССИ

А.Николаева сума суса

ЧĂВАШ çěршывěнче уявлă
сас:
«Тěнче уçлăхěнче
ентешěмěр!»
Ăçта кунта пуш кăмăлпа
тăрас?
Ак ăçталла эпир
çěклентěмěр!
Нумай çулсем-çке иртрěç
унтанпа
мăнаçлă Атăл хумěсем пек
шавлăн.
Анчах çав кун халь пурăнать
манпах,
чи чаплă кěвě евěр,
янăравлăн.
Вăл илтěнсе килет те
аякран,
Хам ăрăва пăхатăп
юратуллăн.
Калаçрě Николаев уçлăхран,
ик йěркепе çÿрерěм эп
татуллăн:
«Тěнче уçлăхěнче - чăваш
сасси,
çак мар-и Çеçпěл кěтнě
Пуласси?»

Теветкел, Н. Тĕнче уçлăхĕнче чăваш сасси : А. Николаева сума суса / Н. Теветкел // Хыпар. – 2003. – 12 ака.