Михаил Сунтал
Асăну сăмахĕ
А. Г. Николаева хисеплесе
Эс ху пěччен пěр уçлăхатăраттăн.
Эс ху пуçтартăн пěтěм
халăха.
Эс космосран - Тура пек
сăнаттăн,
Ансан, ыйтса пăхаттăнччě
куçран:
Мěнле эс пурăнан,
чăвашăм,
Ăçта халь сан чуну, ăçта?
Эс пултăн маншăн чăн
хавасăм
Халь ма вара çĕтсе çÿрен
таçта?
Эс вăйлăччĕ тахçан хăватлăччĕ
Мана çĕклерĕн космоса
таран
Эс вĕнĕçем вара хăлатăн
Сывларăн эс ялта
аран-аран
Каçар мана, чун панă
ялăм.
Каçар, шур Шуршăл, эс
асра
Сана курма эп тупрăм
тепĕр халăм.
Халь тин тек ěнтě
тытаймасть куçра.
Каçарăр, тăвансем, эп
кайрăм
Куççуль такса ан пăсăр куçăра
Кирек мěнле пулсан та
ман санар
Тăрса юлать пуль сирěн
асăрта.
Сунтал, М. Асăну сăмахĕ : А. Г. Hиколаева хисеплесе / М. Сунтал // Хыпар. – 2004. – 9 утă.