Анатолий Смолин
Пирěн Андриян
Андриян Григорьевич Николаева
Чăваш ятне çўле çěклерěн –Çап-çутă çăлтăрсем таран!
Анчах çути Хăвна çитмерě
Ытла та сапăр пулнăран.
Ěçчен, ăшпиллě те
сăпайлă –
Пире сăнатăн Уçлăхран.
Кашни чăваш пулсан
Сан майлă –
Тěнче те пěтмě нихăçан!
Сăмах тěкме паян кам
хăйтăр:
Чапу пурне те çитмелле!
Чăваш ачи, мухтавлă
КĂЙКĂР,
Çěкленěн Эс çÿлтен-çÿле!
Шел, пирěн хушăра çук
халě
Хастар та паттăр Андриян...
Çук-çук, Сан Çăлтăру
çухалмě,
Яту та янрě ян! та ян!
... Эс Шуршăла пěлетěн
лайăх
Тахçан унта çуралнăран...
Татах та çывăх Николаев
Кунта халь канлěх
тупнăран...
Смолин, А. Пирěн Андриян : Андриян Григорьевич Николаева / А. Смолин // Хыпар. - 2004. - 1 раштав.