ВОСПЕТЫЙ В СТИХАХ

Василий Давыдов–Анатри

Давыдов–Анатри Василий Иванович

Шуршăл каччи

Лирикăлла поэма

МАЛТАНХИ СĂМАХ

Мĕн чул ырлăх кунти таврара,
Шуршăл ялĕ ларать умăмра.
Выртать вĕçсĕр уй-хир сарăлса,
Çавал шывĕ юхать юрласа.
Кам пĕлмест-ши паян Шуршăла?!
Хисеплетпĕр эпир çак яла.
Кунта пирĕн тăван, Андриян,
Курнă çутă тĕнче чи малтан...
Вăл çĕклерĕ Çĕршывăн чысне,
Вăл ямарĕ чăвашăн ятне.
Ячĕ ун çăлтăр пек çуталса,
Иăлтăр-йăлтăр çиçсе, ялкăшса
Пырĕ теп ĕмĕртен ĕмĕре,
Тăрĕ пирĕн сÿнми чĕрере.


ÇĂКĂР ÇЫННИ

Ыйхă тутлă,
Ял-йыш çывăрать,
Пĕр сас-чÿ илтĕнмест урамра.
Каштара сас парать пĕр автан,
Пиччĕшне вăратать Андриян.
— Тăр, пичче, тумланар та каяр,
Иртерех аттене пулăшар.
Конюх ĕçĕ, пĕлен, çăмăл мар —
Витене тасатар, шыв йăтар...
Курать амăш ачи ĕçченне,
Чăн та çăкăр çынни иккенне,
Савăнать, хĕпĕртет чĕререн,
Хăй пăхать чĕппине куçĕнчен. ...
Шурăмпуçĕ килет, хăпарать
Юр çуни палăрать урамра.
Витене Иванпа Андриян
Шыв йăтаççĕ таса шур çăлтан.
Çăмăл мар-çке вĕсен ашшĕне,
Конюхри Кĕркури пиччене:
Пулăшаççĕ ăна ачисем,
Пур пекех туйăнать çунатсем.


АХ, ВĔÇЕСЧĔ!

Тÿпе тăрă. Аван сывлама.
Çынсем тухнă йăлтах урама.
Янăраççĕ хавас юрăсем:
Май уявĕ кĕрлет Шуршăлта.
Андриян ялав йăтнă — малта,
Ăна амăш пăхса савăнатъ,
Чунтанах ырлăх-сывлăх сунать:
— Ачам, эсĕ ман мăшăр çунат,
Пурнăçри ăмăрт кайăк, хăват,
Ут çапла ĕмĕрех малалла,
Юмахри паттăр çын-улăпла...
Андриян танкерет тÿпене,
Сăнать хурçă хăлат вĕçнине.
Хăй вара çавăнтах шухăшлать:
«Эх, вĕçесчĕ пĕрре кайăкла!»
Кăнтăр çилĕ лăпкать ачана,
Ĕмĕтпе çунатланнă чуна.
Май уявĕ кĕрлет Шуршăлта,
Андриян ялав йăтнă — малта.


ÇУРХИ КАÇ

Уйăх тулнă, шăвать тÿпере,
Яла карнă çăра шур тĕтре.
Темшĕн çук Андриян килĕнче,
Пĕтĕм шухăш йăлтах ун çинче.
Иван пиччĕш ăна шыраса
Анчĕ шухă Çавал хĕррине.
Тупаймарĕ. Чунтан хурланса
Каялла чупса кайрĕ килне.
— Эх, анне, тĕл пулмарăм ăна,
Мĕн калас, птĕ йывăр чуна.
Ăнланмастăп — мĕскер тумалла? –
Шанма çук-çке çурхи Çавала...
Амăш те ним тума пĕлеймест,
Хыпса ÿкнĕ, сăмах чĕнеймест,
Шухăшлать, хуйхăрать чĕререн:
«Ах, чĕкеçĕм, ăçта эс çÿрен?»
Йывăç алăк яри уçăлать,
Куç умне ак тухать Андриян.
Ăна амăш тытать, ыталать:
«Чунăм, эс, туршăн та, çухалман!
Каласамччĕ, ачам, эс ăçтан?
Кунĕпех килте çук-çке паян.
Хăрамастăн çурхи шыв-шуртан,
Мĕн курас пур шăнса пăсăлсан?»
Андриян ăнланать амăшне,
Ачашлать ун ĕçчен аллине:
— Анне, маншăн питех ан кулян,
Пуçăмра сывлăх пур-ха паян.
Мĕн тăвас, каçа юлтăм, каçар,
Кил кунта, лар çума, калаçар.
Телей пур-ха, пĕтмен, тавтапуç.
Тытрăм пулă: партас, хĕрлĕ куç...
Тепĕр хут эп ыйтатăп: каçар,
Вут чĕртер, çак пулла ăшалар.
Вылять уйăх Çавал тĕпĕнче,
Çиçет çăлтăр тÿпе маччинче.


АЧА ÇУЛĔ

Андриян юратать Пушкина,
Юратать Артура, Павкăна...
Вăл час-час калаçать Çеçпĕлпе,
Кăвар чунлă чăваш ачипе.
Çамрăксем тĕлĕнеççĕ унран:
Хăй сăпай, вĕренет пит аван,
Вăл чухлать, çамрăклах ăнланать:
Ĕçпе çеç чăн телей тупăнать.
Юмах янă куллен ват çынсем
Авалхи улăп-паттăр çинчен.
Каçса кайнă ялти ачасем,
Шăп çеç ларнă сĕтел хушшинче.
«Тĕнчере вăйли çук этемрен,
Вăй илет вăл çĕрпе хĕвелрен!» —
Андриян тахçанах ун çинчен
Илтнĕ-мĕн ватăрах çынсенчен.
Вăхăт йывăр.
Мĕскер калама
Пĕлмелле çирĕп чунлă пулма?
Вутлă вăрçă пырать çĕршывра,
Арçынсем çапăçаççĕ фронтра.
Вĕçĕ çук, ĕç нумай колхозра.
Пысăк шанчăк ача-пăчара.
Сахал мар тумалли кил-çуртра,
Ĕне те пăхмалла фермăра.
Амăшне пулăшать Андриян:
Вутă кирлĕ — йăтать вăрмантан.
Ÿркенмест, вăл çÿрет кĕтÿре,
Çуркунне — уй-хирте, сÿрере.
Ашкăнать мур илесшĕ тăшман.
«Эх, мĕн-ма маларах çуралман?
Тĕп тăвасчĕ хура çăхана,
Аркатасчĕ çĕлен-калтана!» —
Чунтанах тарăхать Андриян
Ĕшенсе килнĕ чух акаран.
Вăл туять, вăл шырать, ĕненет:
Вăрçăра Хĕрлĕ Çар çĕнтерет.
Андриян асĕнче — улăпсем —
Ыр ят илнĕ çĕршыв çыннисем:
Чкаловпа Кожедуб, Орловсем...
Вĕсем уншăн сÿнми çăлтăрсем.


АШШĔ ПИЛЛĔХĔ

Шухăшлать, тертленет Андриян.
Ыйхă çук. Виçĕ каç çывăрман.
Калаçать хăйпе хăй пĕр-пĕччен:
Каймасть ашшĕ ача асĕнчен.
Ăна ашшĕ çĕре кĕриччен
Пехилленĕ чунтан-чĕререн:
«Санăн пур телейÿ. Ан ÿркен,
Ан хăра нихăçан та ĕçрен.
Ан пис эсĕ, ачам, çĕршывран,
Ан шутла пăрăнма халăхран!»
Тăван ашшĕ çапла калани,
Ăс парса, пиллесе хăварни
Аса килчĕç йăлтах капланса,
Çамрăк çын чĕрине хал парса.


ВĂРМАН ВИТĔР ÇУЛПА...

Пурнăç, пурнăç васкать малалла,
Унпа тан ĕлкĕрсе пымалла.
Лартать çирĕп тĕллев Андриян:
Ку чухне вĕренсен çын пулан.
Вăл утать вăрман витĕр çулпа,
Канашлать пиччĕшпе, Иванпа:
«Техникум. Çăмăл мар вĕренме,
Тăрăшасчĕ ăна пĕтерме...»
Вăй вылять Атăл шывĕн тĕрри,
Курăнать акă Сĕнтĕрвăрри.
Çакăнта пĕр çемье, тус-йышра
Палăрать вăй пурри ачара.
Мĕнле манĕ тăван тăвана?
Пулăшать Иван пиччĕш ăна.
Ас илет Андриян амăшне,
Вăл вĕсемшĕн куллен çуннине.
Вăй хушни, вĕренни, тăрăшни,
Çынсене тăванла юратни
Пачĕç шанчăк ача чĕрине,
Пачĕç шанчăк Шуршăл каччине.


АН СŸНСЕМ, ЮРАТУ!

Хум вылять аслă Атăл çинче,
Ыткăнать çÿл çыран еннелле.
Лапсăркка пĕр йăмра айĕнче
Андриян калаçать хĕрпеле:
— Эх, хули! Тухас çук асăмран,
Çулăм ман пуçланать çакăнтан.
Эп каятăп Карели çĕрне,
Манас марччĕ, туссем, пĕр-пĕрне.
Хĕр тăнлать Андриян сăмахне,
Тем каласшăн пăхать ун çине:
— Ан сÿнсем, юрату, ĕмĕрне,
Ан çухат чăн тÿпе çăлтăрне.
Икĕ чун пĕр-пĕрне юратса
Алă пачĕç ун чух каçхине.
Кĕмĕл уйăх тухать çуталса,
Хĕм сапать аслă Атăл çине.


КАРЕЛИ ВĂРМАНĔ

Эй, мăнаçлă Карели вăрманĕ,
Кунĕн-çĕрĕн шавлать, сас парать.
Пин-пин кайăк юррийĕ! Кам манĕ —
Çурçĕр çилĕ чуна ачашлать.

Андриян малтанах кăмăлларĕ
Çак пуян Калевала çĕрне.
Кĕпе витĕр тухать пурнăç тарĕ,
Саврĕ Атăл каччи хăй ĕçне.

Тĕрлĕ халăх кунта.
Вăрман ĕçĕ
Ăнса пычĕ.
Аван пурăнма.
Шутлă кунăн пурах-тăр çав вĕçĕ:
Çитрĕ вăхăт салтак та пулма.

... Андриян летчика вĕренет,
Хăйĕнчен хăй йăлтах тĕлĕнет:
Çутă ĕмĕт кĕрет пурнăçа —
Ăçта хурăн чунри савнăçа!

Вăл ларать, шухăшлать:
«Çулсем уçă. Тăрăш çеç, вĕçĕн эс кайăкла.
Чăн тÿпе çăлтăрне куçа-куçăн
Манăн хамăн çитсе курмалла!..»


ÇĔНĔ ХЫПАР

Командир чĕнтерет хăй патне
Вĕçеври паттăр летчиксене,
Тăванла калаçать вĕсемпе.
Хăй пĕлесшĕн тĕпчет йĕркипе.

— Андриян Николаев, итле:
Пирĕн çул — космоса çитмелле.
Летчик эс, юрататăн вĕçме,
Кăмăл çук-и татах вĕренме? —

Командир çапла ыйтрĕ унран.
Ним сăмах тупаймасть Андриян.
Сисĕнет: хĕпĕртерĕ чунтан,
Кĕтнĕ вăл çак куна ачаран.

— Тавтапуç. Маншăн ку — çĕн хыпар,
Уншăн эс ĕмĕр кур пархатар, —
Сар хĕвел ача пек йăл кулать,
Николаев сăнне çутатать.

Космонавт пуласси çăмăл мар,
Сывлăх кирлĕ юман пек патвар.
Тÿпере çиçĕмле вĕçмелле,
Йывăра çĕнтерме пĕлмелле.

Космоцентр.
Кунта Андриян
Вăй хурать, вĕренет хăй ĕçне.
Çĕр çинче хăнăху пулмасан
Мĕнле кайăн тĕнче уçлăхне?

Вăл пулать шартлама сивĕре,
Вăл пулать тÿсме çук шăрăхра,
Çаврăнать кутăн-пуçăн пĕрре,
Тепре вăл пĕр-пĕччен шăплăхра.
Николаев пĕлет пит аван:
Вăл начар çын пулма çуралман.


ИКĔ ÇĂЛТĂР

Пирĕн халăх хăюллă, хастар.
Тĕнчипех сарăлать çĕн хыпар.
Тăван халăх, çĕршыв чĕннипе,
Шухăш-кăмăл, чĕре хушнипе
Андриян пĕр тÿлек ирхине

Вĕçсе кайрĕ тĕнче уçлăхне.
Унпа пĕтĕм çĕршыв мухтанать,
Тăван амăш чунтан савăнать,
Ывăлне ырлăх-сывлăх сунать:
— Эх, юратнă ачам Андриян,
Çаврăнса эс килсемччĕ аван...

Çăлтăр витĕр выртан çулпалан
Çĕршыв панă çунат-вăйпалан
Улăп-паттăр вĕçет космосра,
Çаврăнать Çĕр-планета тавра.

Вăл Гагарин, Титов пек вĕçет,
Унран пĕтĕм тенче тĕлĕнет.
Ăна, харсăр чăваш ачине,
Пултаруллă Раççей çыннине,
Саламлать çĕрĕм-шывăм-анне.

Халиччен çын пулман вырăнтан,
Çут тĕнче тÿпинчен, космосран,
Телĕнетĕн, мĕн пур каласси,
Илтĕнет Николаев сасси.

— Эх, юратнă çĕршывăм-анне,
Эп пăхатăп савса сан çине.
Яланах эс çĕклетĕн чуна,
Çухатмастăн куçран ывăлна!

Николаев çырать хут çине
Хăй мĕскер тунине, илтнине.
Пурте кирлĕ вĕсем малашне
Çунат сарнă Раççей çыннине.

... Ак Попович тухать уçлăха
Николаев тусне сас парса,
Икĕ улăп пĕрле, тăванла
Çул хываççĕ малтан малалла.

Шухăшлать, тĕлĕнет Андриян:
Пит аван космосра тус пулсан.
Икĕ çăлтăр çÿлте, тÿпере,
Юратса ыталаççĕ çĕре.


ХАЛĂХ ЧЫСĔ

Вичкĕн çилĕ вĕрет анăçран,
Савăнать пĕтĕм халăх чунран.
Улăп-паттăрсене çĕршывра,
Хамăрах та тăван Мускавра,

Кашни çын кăмăлтан чыс тăвать,
Ырлăх-сывлăх сунать, саламлать.
Тÿпере ав хĕвел тĕр тĕрлет,
Иртенпех Хĕрлĕ площадь кĕрлет.
Хÿхĕм юрă юхать ян та ян,
Ак тухать куç умне Андриян.
Саламлаççĕ чăваш ачине,
Раççей çĕрĕн ăмăрт кайăкне.
Пĕрле ÿснĕ юлташ-тантăшсем,
Тус-тăван космонавт-паттăрсем...
Андриян халăха, çĕршыва
Ваттисен йăлипе пуç таять,
Пĕтĕм чун-чĕререн тав тăвать.

1962.

Давыдов–Анатри, В. Шуршăл каччи // Давыдов-Анатри, В. Сăвăсем - чун парнисем / В. Давыдов-Анатри. – Шупашкар, 2000. – С. 216-226.