ВОСПЕТЫЙ В СТИХАХ

Александр Безыменский

Безыменский Александр Ильич

Виççěмěш космонавт

Анкетă...
Вулатăп...
Поэма пек лайăх...
Поэма та кун çумěнче халь йăваш:
«Пилот, коммунист...
Андриян Николаев...
Совет гражданинě...
майорě...
чăваш».

Чăваш, чăвашсем...
çěр çинче нумай мар вăл.
Анчах, совет халăхě, пěр эсě çех
Чăваш ывăлне çěклемешкěн пултартăн
Çут çăлтăр таран чăн тÿпе çÿлěшнех.
Герой вăл... Çěршывăн геройě...
Мухтавлă
Çěршывăн... Кунта, мěльюн çын хушшинче,
Кашни пěр тăван пек пурнать пěр праваллăн,
Чăн тус пек — нумай халăх-тус йышěнче.

Çěршывăм, чапна çăлтăрсем витěр ятăн!
Сана мухтаса халь, санпа юнашар
Мухтатпăр ăна — Космонавт-героя та,
Мухтатпăр ăна — коммунист-чăваша.

Вырăсларан Юрий Скворцов куçарнă.

Безыменский, А. Виççěмěш космонавт / А. Безыменский // Космос паттăрěсене мухтав.- Шупашкар, 1962. – С. 41.