ВОСПЕТЫЙ В СТИХАХ

Петĕр Хусанкай

Хузангай Петр Петрович

Лайăх!

Малтанхи сăмахăм — лайăх!
Мĕн калас тата паян?
Пултаратăн, Николаев!
Аптрамастăн, Андриян!

Мухтанатпăр, савăнатпăр:
Эсĕ виççĕмĕш вĕçен!
Çĕршыву ÿстерчĕ паттăр,
Турĕ тÿсĕмлĕ, ĕçчен.

Тĕнчипе янрать халь Шуршăл —
Эс çуралнă лăпкă ял.
Сан йĕрне шырать вăл: «Пур-ши?»
Тÿпене пăхать чăл-чал.

Тÿпене пăхать аннÿ те:
«Пур-ши ывăл? Ах, инçе!..»
Чун пĕр савăнĕ, пĕр кÿтĕ,
Лăпланаймĕ аниччен.

Тÿпене пăхать Гагарин,
Юнашар Титов пăхать.
Вĕсене мĕн лăплантарĕ?
Кам вĕсем пек ăнланать?!

Ыталашăр час тăванлăн,
Пĕр-пĕрне сума суса;
Аннуне çитсе ыталăн,
Сывлăхушăн тав туса.

Эп паян çапла куратăп:
Виçĕ тус — пĕр чун, пĕр тан –
Мускавра эсир пыратăр,
Юрий, Герман, Андриян!

Аслă Виççĕмĕш Программăн
Пархатарлă çыннисем!
Ун ĕçне пуçларăр чаплăн,
Енентертĕр çĕнессе.

Ыранхи кун-çул саккунĕ:
Çыншăн çын вăл — тус, тăван.
Çавăнтан сире халь кÿнĕ,
Çав телейлĕ ырантан.

Пулассишĕн хĕпĕртенĕн,
Виçĕ тÿсĕмлĕ туса
Йăл кулса пиллерĕ Ленин,
Пур çынна та ыр сунса.

Хузангай, П. Лайăх! / П. Хузангай // Коммунизм ялавĕ. - 1962. - 12 август.