ВОСПЕТЫЙ В СТИХАХ

Александр Алга

Алга Александр Eгорович

Çăлтăрсем патěнче

Йăлтăр та йăлтăр...
Пиншерěн, мěльюнăн
Чăн тÿпере тěрлě çăлтăр çунать.
Вěçěттěм-кайăттăм вут пек хăюллăн,
Манăн çумра пулайсассăн çунат!

Тантăш тăванăм,
Эс темшěн кулатăн?
Хамăр çапла ěмěтленнě тахçан.
Юррăмăр пулнă «Çунатăм, юлатăн»,
Шанчăксăр ěмěт — ача пек айван.
Савăн паян!
Кěвěçин ватă Уйăх —
Çын вěçтерет çăлтăрсем Çěр тавра.
Акă ăçта вăл ăс-хал, пултарулăх!
Ун йышшине эс илтмен юмахра.

Мěн вал юмах!
Чăннине халь курар-и?
Вěçрě ракета вут-хěм кăларса.
Иртрě сехет — çитрě Юрий Гагарин,
Килчě тăван Çěр тавра çаврăнса.

Герман Титов...
Çич çěр пин километр!
Юлчěç пулас тěлěнсе çăлтăрсем.
Пěтěм тěнче саламне ак илтетпěр:
Чап та мухтав, пěлěт паттăрěсем!

Пирěн янташ —
Андриян Николаев,
Павăл Попович. Миçе талăкшар
Вěçрěç пěрле, савăнса — иккěн лайăх!
Икě тăван космосра юнашар...

Кăлăх ан кěвěç эппин,
Савнă Уйăх —
Тăлăх эс пулмăн ялан ватлăхра:
Çитě-çитех сан патна та маттур йăх,
Эс кěтсе илччě пире хапăлрах!

Вăрçă турри!
Эс аса килсе кайрăн.
Сын авалтан пăхнă сан çинелле.
Халě нимпе эс ăна хăратаймăн,
Вал пур пěрех сан çине çитмелле!

Шурăмпуç çăлтăрě!
Куçшăн пит ырă!
Кай-ха унта эс — тен, кайăн çунса.
Чăрсăр этем пур пěр вěçě те пырě,
Пěлěт хуçин тумěпе çуталса...

Тěпсěр кăвак уçлăха тěпчессишěн,
Аслă этем, ил Хěвел хăватне.
Хамăрăн Çěршěн, Пуласлăх тěнчишěн,
Вěçсěр кун-çулшăн вěç çăлтăр патне!

Иртрěç çулсем,
Ěмěрсем тěлěрмесěр,
Манмě этемлěх малта пынине —
Йывăр килсен те вăйне хěрхенмесěр
Паттăррăн утнă совет çыннине.
Ěмěр мухтав сана,
Ленинăн партийě!
Тěрěс çул тытрăн ялан малалла.
Тухнă хěвелěмěр хăвăрт хăпарчě-и,
Кун çывхарать Коммунизмалла...

Йăлтăр та йăлтăр...
Пиншерěн, мěльюнăн
Чăн тÿпере тěрлě çăлтăр çунать.
Вěçěпěр-кайăпăр вут пек хăюллăн —
Пирěн çумра парти панă çунат.

Алга, А. Çăлтăрсем патěнче / А. Алга // Космос паттăрěсене мухтав. – Шупашкар, 1962. – С. 151-152.