ЖУРНАЛ "Тăван Атăл" (2009/4)
Хисеплĕ вулакан!
Сире Чăваш Республикинче кашни уйăхрах тухса тăракан "Тăван Атăл" журналăн 2009-мĕш çулхи 4-мĕш номерĕпе паллашма сĕнетпĕр.
Журналта çакăн пек материалсем пичетленнĕ:
- проза пайĕнче:
- Сергей Павлов-Вэскер. Шуçлак çул. Роман.
- Роман Чепунов. Хăрах çунатлă кăвакарчăн. Калав.
- Николай Карай. Ялти ÿкерчĕксем.
- Григорий Скворцов. Калавсем.
- Геннадий Максимов. Вăхăта парăнман юрату. Повесть.
- поэзи:
- Юрий Айдаш. Паланĕ çупкăн-çупкăн…
- ял театрĕ:
Мария Ухсай. Тăрна чĕп чăмми. Пьеса-юмах.
-Раççейри литература пурнăçĕ:
- Евгений Новичихин. Ялти вулакансене - пысăк тимлĕх.
-Олег Севастьянов. Тăван сăмах пĕрлештерет.
-кĕнеке çÿлĕкĕ:
- Аркадий Казанов. Пĕчĕк мăйăрăн тĕшши тутлă.
- хисеп:
- Н. Григорьев. Асра юлнă операци.
Журналта Сергей Павлов-Вэскерĕн "Шуçлак çул" романĕн "Сар хăях" ятлă иккĕмĕш кĕнеки пичетленнĕ.
Романа вуланă май, автор хальхи вăхăтри ыйтусемпе кăсăкланни курăнать: Чечен вăрçи, укçа, çынсен хушшинчи хутшăну, кĕвĕçÿпе юрату туйăмĕсем.
Романри тĕп герой - Платов Герман Анатольевич журналист. Хăйĕн ăсталăхне вăл хаçатсемпе телевидени-радиора туптанă. Анчах та татăклă шухăш вĕçне çитеймерĕ-ха. Пултаруллăхне кура ăна чылай çĕре ĕçе чĕнеççĕ: аслă шкула студентсене вĕрентме, реклама хаçачĕсене, хăйсем майлă çавăрма ĕмĕтленекен политиксем те тупăнчĕç.
Анчах мĕнле ăста жуналист пулсан та пурнăç кăлтăксăр пулса пымасть. Геройăн юрату енĕпе те çемьере те чылай улшăнусем пулса иртеççĕ. Вулакана романăн тĕп геройĕ Платовăн кун-çулĕ çеç мар, унăн ĕçтешĕн Вячеслав Николаевич Двойновăн Чечен республикине тухса кайнă хыççăнхи шăпи те кăсăклантарать.
Роман пуçламăшĕ 3-мĕш номерте пичетленнĕ.
Çак номертех Роман Андреевич Чепунов çыравçăн "Хăрах çунатлă кăвакарчăн" калавĕ пичетленнĕ. Нумаях пулмасть çыравçă 75 çул тултарчĕ. Вăл 1934 çулхи пуш уйăхĕн 24-мĕшĕнче Тутарстанри Пăва районĕнчи Элшел ялĕнче çуралнă. Тăван ялти вăтам шкулта, Чĕмпĕрти педагогика училищинче, И. Я. Яковлев ячĕллĕ педагогика институтĕнче пĕлÿ илнĕ. Вĕренсе тухнă хыççăн шкул директорĕ, вĕренÿ пайĕн заведующиĕ, вырăс тата чăваш чĕлхисемпе литература вĕрентнĕ. Çав вăхăтрах вăл илемлĕ литература хайлавĕсене те калăплама ÿркенмен.
Калав питĕ çăмăллăн вуланать. Автор ăна ахаль вулакана ăнланмалла, çывăх чĕлхепе çырнă. Произведение вулама пуçласассăн алăран та вĕçертес те килмĕ. Уйрăмах хайлав çамрăк вулакансемшĕн кăсăклă пек туйăнать. Мĕншĕн тесен произведени юратупа кĕвĕçÿ туйăмĕсене, çамрăк çынсен хушшинчи хутшăнусене, вĕсен кăмăл-туйăмĕсене уçса панипе илĕртет.
Икĕ çамрăк, Георгий Ишмуллович тата Юлия Алексеевна учительсем, пĕр-пĕрне питĕ юратса та килĕштерсе пурăнаççĕ. Анчах мĕншĕн Роман Андреевич хăйĕн калавне "Хăрах çунатлă кăвакарчăн" ят панă-ши? Мĕншĕн калаври сăнар, Юлия Алексеевна çамрăк учитель, хăйне хăрах çунатлă кăвакарчăнпа танлаштарать? Çакăн çинчен кашниех произведение вуласан пĕлме пултарĕ.
Журналăн хальхи номерĕнче Николай Карайăн "Ялти ÿкерчĕксем" калавсен ярăмĕ пичетленсе тухнă: "Куккук чарăнмасăр авăтрĕ", "Çураçнă каç", "Амăшĕн туртăмĕ", "Çыру". Ярăм ятне илтсессĕнех калавсенче мĕн пирки çырса кăтартни çинчен тавçăрса илме пулать. Паллах ĕнтĕ ялти пурнăç, ялта пурăнакан çынсем, вĕсен хутшăнăвĕсем пирки. Автор кашни сăнарăн шалти тĕнчине уçăмлăн кăтартса парать. Ярăмри калавсем калăпăшĕпе кĕске, çавăнпа та вĕсем çăмăллăнах вуланаççĕ.
Журнал хатĕрлесе кăларакансем Григорий Скворцовăн "Калавсем" ярăмне те вуласа пăхма сĕнеççĕ. Ярăма "Псевдоним", "Ĕçе кĕтĕм", "Хамăр ялсем" калавсем кĕнĕ.
"Псевдоним" калаври Костя хăйĕнпе пĕр курсра вĕреннĕ Аркадий Авдеева тĕл пулать. Аркадий писатель иккен. Вăл Константина хăйĕн патне хăнана чĕнет. Хĕрÿ калаçу вăхăтĕнче Аркадий хăйне валли еплерех псевдоним тупни пирки каласа парать. Мĕнле майпа суйласа илеççĕ-ши писательсем хăйсене валли псевдоним, çăмăлах-ши илемлĕ литретарура произведенийĕсем çырма? Çакăн пирки вулакансем калавра хурав тупĕç. "Ĕçе кĕтĕм" тата "Хамăр" калавсем те вулакансемшĕн илĕртÿллĕ.
Калавсенче автор çын çитменлĕхĕсенчен тăрăхлани курăнать. Сăнарсен каппайчăклăх, кирлĕ чухне хăйсене алăра тытайманни, хыткукарлăх енĕсене кăтартса панă.
Вулакан чунне Геннадий Максимов çырнă "Вăхăта парăнман юрату" повеç те тыткăнлать.
Повесть çамрăк хĕр Нина çар хĕсметĕнче тăракан Володя каччи патне çырнă çырусенчен пуçланать. Шель пулин те çамрăксене пурнăç сукмакĕ тăрăх пĕрле утма пÿрмен. Анчах та вĕсем пĕрремĕш юрату туйăмне упраса, хакласа пурăнаççĕ. "Пĕрремĕш юратăвăн тасалăхĕ мана пурнăçра тĕл пулакан йывăрлăхсене çĕнтерсе малалла ăнтăлма, тĕрĕс мар утăмсем тăвасран упраса, сыхласа тăчĕ", - тет Володя çирĕм çул иртнĕ хыççăнхи тĕлпулу вăхăтĕнче. Вĕсем иккĕшĕ те мăшăрланнă ĕнтĕ. Телейлĕ-ши вĕсем пурнăçра? Мĕн патне илсе çитерет-ши çак тĕлпулу?
Автор повеçре пурнăçра яланах уçăмлă палăрса тăракан темăсене хускатнă: юрату, кĕвĕçÿ. Произведенири тĕп сăнарсен шăписем çине сÿрĕк куçпа пăхма çук. Вĕсем кашни вулаканах кăсăклантараççĕ.
Журналăн "Поэзи" пайĕнче Юрий Айдашăн сăвăсен ярăмĕ пичетленнĕ. Вĕсенче автор шухăшĕ, ĕмĕчĕ, тĕллевĕ, тавракурăмĕ.
Пуласчĕ ман вăйлă та çÿллĕ
Ўтпе те ăспа, чĕрепе
Утасчĕ пĕр тăрă ир кÿлĕм
Тÿлек сĕм вăрман хĕррипе.
Тухасчĕ Шур кăпăклă, шавлă
Хумсем кĕрлекен çырана,
Шур парăслă, хĕрлĕ ялавлă
Карап курăнасчĕ мана…
Журналăн 4-мĕш номерĕнче Мария Ухсайăн "Тăрна чăп чăмми" пьеса-юмахĕпе паллашма пулать.
Автор çамрăк вĕренекенсене Тăрнашка – ылтăн çамкаллă тăрнапа, унăн тусĕпе – Курлышкăпа паллаштарать. Ана çинче пăрçа çинĕ чух Тăрнашкана Ванюшпа унăн йытти ярса тытаççĕ. Ылтăн çамкаллă тăрна Ванюшпа Серуш мĕн ыйтнине пурне те пурнăçлама шантарать. Ачасен малаллахи шăпи ылтăн çамкаллă Тăрнашкапа çыхăннă. Автор пьесăра çăмăл килекен телей çынна та пăсма пултарнине кăтартса парать.
Пьеса шкулсем тата театрсем валли питĕ вырăнлă.
"Кĕнеке çÿлĕкĕ" пайра Аркадий Казановăн "Пĕчĕк мăйăр тĕшши тутлă"
статйи пичетленнĕ. Унта автор Альбина Васильевăн-Исемпин "Аслати курăкĕ" кĕнекепе паллаштарать. Чăваш çыравçи хайлавсенче – ачалăха, тĕнчене тинтерех килнĕ пепкесен кулленхи пурнăçĕпе шухăш-кăмăлне, туйăм-туртăмне, хăтланăш-тыткаларăшне уçса панине палăртать.
Эпир Сире журналти паллăрах материалсемпе паллаштартăмăр. Вĕсем Сире кăсăклантарасса, эсир çак хайлавсемпе статьясемпе паллашасса шанатпăр.
Хатĕрлекенĕ
Наци литературипе библиографи
пайĕн библиотекарĕ
И.Ф. Михайлова
Все обзоры новых книг о Чувашии >>>
Приглашаем Вас в Отдел национальной литературы и библиографии Чувашии!
Архив новинок
|